Вера ТИТОВА. ЧР Шупашкар хула администрацийĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

19 Çурла, 2017

Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлнă

Паян Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлнă. Вăл Эгер бульварĕнчи 33-мĕш çурт патĕнче вырнаçнă. Савăнăçлă пулăма РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, "Чикĕсĕр футбол" ача-пăча футбол лигин президенчĕ Ирена Петрейките тата паллă спортсменсем хутшăннă.