Вера ТИТОВА. Александр БИКМУРЗИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

12 Чÿк, 2018

Тольяттинчи чăвашсем Чÿклеме уявне ирттернĕ

Самар облаçĕнчи Тольятти хулинче пурăнакансем нумаях пулмасть Чÿклеме уявне ирттернĕ. Асăннă хулари чăвашсен наципе культура автономине ертсе пыракан Александр Бикмурзин «Хыпар» издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, уява вырăнтисем çеç мар, Тутарстанти, Чĕмпĕр облаçĕнчи, Чăваш Енри Çĕрпÿ районĕнчи пултарулăх коллективĕсем пухăннă.