Валерий АЛЕКСИН

29 Раштав, 2016

«Чăваш тымарĕ» мĕнрен сыватнă

1915 çулта Герман Кокель священник /каярахпа епископ, Православи чиркĕвĕн çветтуйĕ/ Николай Никольский ăсчах патне çапла çырнă: "…Просматривая словарь, травник и известник, издание А.А. Каспари /ж. "Родина"/, я наткнулся на следующие названия: "чувашский корень или чапутинский, сарсапарилла". См. сассапарель. Фармацевтическое название china orientalis. s. nodosa. s. pаnderosa /Radix/… произрастающее в Китае или Японии.

29 Раштав, 2016

Çăра юнлă чăвашсем

2011 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Дмитрий Григорьевăн "Кровь или 72 часа" мистикăлла романĕ пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке авторĕ – врач-генетик. Ун чухне вăл Америкăри Джонс Хопкинс институтĕнче /Балтимор хули/ ĕçлесе пурăнатчĕ, çулсерен пĕр-икĕ хутчен Шупашкара килсе кайма май тупатчĕ. Пĕррехинче çыравçă-медик кĕнеке корректурине вулама килчĕ, пысăк калаçу пуçлас тĕллевпе хăйпе илсе килнĕ пысăках мар чăматанне уçса кăтартрĕ. Унта туллиех темле пробиркăсем лартса тухнăччĕ, вĕсене… юн ярса тултарнă иккен. Чăваш юнĕ! Çакна Дмитрий Николаевич палăртсах каларĕ.

4 Çурла, 2016

Çут çанталăк вăрттăнлăхне уçакан ăсчах

Архангельск облаçĕнче пурăнакан Н.П. Тимофеев биолог хаçат-журналсенче тата интернет уçлăхĕнче хăйĕн тĕпчевĕсене тăтăшах пичетлесе кăларать. Ăсчах темиçе наука чиккинче ĕçлет. Экологсене, медицина ĕçченĕсемпе спортсменсене уйрăмах кăсăклантараççĕ вĕсем.

15 Утă, 2015

«Кил киремет» вăрттăнлăхĕ

Куйбышевпа Саратов шыв хранилищисен çывăхĕнчи çĕр хăвăлĕсем тĕпчевçĕсене тахçанах кăсăклантараççĕ. Халиччен кунта вуншар çухрăма тăсăлакан çĕре яхăн объект тупса палăртнă.

29 Утă, 2014

Асăрханăр: археологи палăкĕ

Çуллана вĕçен кайăксенчен те хытăрах кĕтекенсем – археологсем. Утă-çурла уйăхĕсенче вĕсем çĕр çывăрмасăр çĕр чаваççĕ. Специалист историксемпе пĕрлех студентсем те тăрăшаççĕ.