Валентина СМИИРНОВА.

3 Юпа, 2017

Ырăлăхран никам та ывăнмасть

Республикăри сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантармашкăн тĕрлĕ шайри бюджетсенчен юлашки çулсенче пин-пин тенкĕ хывнă май вăл тĕрекленсе, вăй илсе пырать. Медицина учрежденийĕсем хальхи йышши кăткăс оборудованипе пуянланаççĕ. Ăста та пултаруллă специалистсем пысăк технологисене пурнăçа кĕртсе унччен шанчăксăр шутланнă пациентсенчен чылайăшне ура çине тăратма хевте çитереççĕ. Çитĕнÿсене тĕнчери малта пыракан патшалăхсеннипе танлаштарма пултарсан та çивĕч ыйтусем çук мар.