Валентина ФЕДОРОВА хатĕрленĕ.

5 Ака, 2018

Чăваш робототехникĕсем — чи лайăххисем

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Хусанта «Робосабантуй — 2018» Атăлçи фестивалĕ иртнĕ. Конкурса 6-12 çулсенчи ачасем хутшăннă. Çамрăк Кулибинсем ăсталанă роботсем футболла вылянă, урайĕнче тĕрлĕ кÿлепе ÿкернĕ.

15 Пуш, 2018

Пуласлăх профессионалĕсем

Пуш уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче Мускавра Олег Дерипаска фончĕн пуçарăвĕпе «Пуласлăх профессионалĕсем» IV наци ăмăртăвĕ иртнĕ. 10-мĕшĕнче вара тупăшăва пĕтĕмлетсе Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисене саламланă.

Чемпионатра професси тата шкул корпорацийĕсен ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чăваш Ен чысне 59-мĕш, 61-мĕш шкулсен, Ача-пăча пултарулăх керменĕн вĕренекенĕсем хÿтĕленĕ.

7 Раштав, 2017

«Шанчăк» шкул хули

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкул чăвашлăха аталантаракан пĕлÿ çурчĕ. Вĕренекенсен çулĕ анлă, нумай юплĕ. Çулсерен шкулта Чăваш вăййи иртет, уява республикăри паллă çынсем курма килсе çÿреççĕ. Пучинке шкулĕ спортсменсемпе пуян. Кунта хоккейла, футболла выляççĕ, кире пуканĕ йăтаççĕ. Шкулта чăваш тĕррин кружокĕ ĕçлет. Волонтерсен ушкăнĕсем ял халăхне пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне çамрăк космонавтсен ăрăвĕ çитĕнет…

«Ырă кун пултăр!»

Pages