Комментари хушас

7 Раштав, 2017

«Шанчăк» шкул хули

Йĕпреç районĕнчи Пучинкери вăтам шкул чăвашлăха аталантаракан пĕлÿ çурчĕ. Вĕренекенсен çулĕ анлă, нумай юплĕ. Çулсерен шкулта Чăваш вăййи иртет, уява республикăри паллă çынсем курма килсе çÿреççĕ. Пучинке шкулĕ спортсменсемпе пуян. Кунта хоккейла, футболла выляççĕ, кире пуканĕ йăтаççĕ. Шкулта чăваш тĕррин кружокĕ ĕçлет. Волонтерсен ушкăнĕсем ял халăхне пулăшаççĕ. Кунсăр пуçне çамрăк космонавтсен ăрăвĕ çитĕнет…

«Ырă кун пултăр!»

Чăн чăвашла: «Ырă кун пултăр!» — сывлăх сунаççĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем шкул коридорĕнче. Картлашкапа хăпарнă чухне те «Здравствуйте» тени илтĕнмерĕ, каллех: «Ырă кун пултăр!» — янăрарĕ кирпĕч стеналлă çурт. Уроксем вĕçленсен «До свидания!» каламарĕç. «Чипер çитĕр!», «Сывă пулăр!» терĕç.

«Кĕпĕрне»

Музей алăкĕсене уçса кĕрсессĕн куç умне «Надеждино» шкул хули» çырни курăнчĕ. Директор çумĕ Алина Максимова çумрах тăнăран тÿрех кăсăклантăм: «Шкул хули? Кам шухăшласа тупнă- ха çакна? Ай-уй, кĕпĕрнаттăрсем тата кунта…»

Алина Михайловна çак историпе хаваспах паллаштарчĕ: «2006 çулта шкул ачисен ирĕк тытăмне йĕркелеме хушрĕç. Пирĕн нихăçан пулманнине шухăшласа тупас килчĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулса «Надеждино» ят патăмăр. Хăш-пĕр чухне «Надежда» тетпĕр. Ара, шкулăн шанчăкĕ, малашлăхĕ пулмалла. Чăвашла «Шанчăк» ятлă «кĕпĕрнере» пуçлăх та пур.

Кĕпĕрнаттăра суйлаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 8-11 классенчен 5 вĕренекене кандидата тăратрăмăр. Бюллетеньсем хатĕрлесе сасăлав иртрĕ. Чăн-чăн суйлаври евĕр. 67 сасă пухса 10-мĕш класри Илья Шибаев çĕнтерчĕ. 11-мĕш класс пĕтериччен шкул унăн аллинче. Малтанхи кĕпĕрнаттăр Ильяна шкула мĕнле ертсе пымаллине вĕрентсе хăварчĕ».

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.