Валентин ГРИГОРЬЕВ

27 Кăрлач, 2017

Мĕнпе савăнтарам-ши сана, Чĕкеçĕм?

Ир тăрсан пĕр-пĕрне çепĕççĕн сывлăх сунса, чун ăшшине парнелесе, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе шăкăлтатса пурăннине мĕн çиттĕр? Çĕр çине пĕрре килетпĕр мар-и! Мĕншĕн-ха ним çукранах шăв-шав кăлармалла? Çак тарана çитсе темĕн тĕрлĕ кил-йышпа та çывăх паллашрăм, анчах Хĕрлĕ Чутайри Чубайкинсем пек çемьепе тĕл пулманччĕ-ха. Пĕр çăвартан пурăнакан туслă мăшăр ял пурнăçĕн, йăх-несĕлĕн йĕркине тĕпчесе чăвашлăхпа халăх йăли-сăлайне, сăмахлăхне çине тăрса аталантарать. Ăс-тăнпа кăмăл-сипете пысăк тимлĕх уйăрнăран виçĕ ачи те тăван çĕре, ял-йышпа çĕршыва чунтан юратса, район центрĕнче пурăнсан та ашшĕ-амăшĕ пекех чăвашла таса калаçса çитĕнет. Лавкка таварĕнчен ытла сцена, алĕç ăсталăхĕпе, вĕренӳри, спортри, пултарулăхри çитĕнӳсемпе пĕр-пĕрне хавхалантарасси ырă йăлара. Николай Валерьевич чунĕ юрланă чухне арăмне куçран пăхса ытараймасăр: «Мĕнпе савăнтарам-ши сана, Чĕкеçĕм?» — тет çумне çупăрласа. «Эпĕ ăна кăйкăрпа танлаштаратăп», — упăшкишĕн çунса тăнине палăртать Елена Георгиевна.

21 Кăрлач, 2017

«Хыпарсăр» — пĕр çул та

 Канаш район администрацийĕнче илтнĕ хыпар шутсăр тĕлĕнтерчĕ. Вырăскас Пикших ялĕнче пурăнакан Иван Гаврилов «Хыпар» хаçатăн кашни номерне вун-вун çул пĕр сиктермесĕр ятĕнчен пуçласа вĕçне çитиех вулать-мĕн. Сас-хура килне çитсе хăйĕнпе тĕл пулма васкатрĕ.

17 Кăрлач, 2017

Электротехника кластерĕ – экономика тĕрекĕ

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Релематика» тулли мар яваплă обществăра пулса курчĕ. Ĕç тăвакан директор Андрей Петров предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, тĕнчери чи лайăх стандарта тивĕçтерекен оборудовани туса кăларнине пĕлтерчĕ.

27 Раштав, 2016

«Хула пурнăçне мар, ялтинех килĕштертĕм»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланине республика çыннисем ырласа йышăнчĕç. Çитĕнекен ăру 10- 15 çулран пурнăçра мĕнле вырăн йышăнасси, халăх хуçалăхне епле аталантарасси ашшĕ-амăшĕ паян общество умĕнче пĕтĕм яваплăха туйса ырă витĕм кÿнинчен, ăс-тăнпа воспитани панинчен, пурнăç йĕркине хăнăхтарнинчен нумай килет. Ача-пăча çемьере аслисенчен ырă тĕслĕх илсе çитĕннине асра тытса пирĕн те лайăх енсемпе çеç палăрма тăрăшмалла.

Pages