Чан сассине тăнлăр
Халĕ пурăнакансене сăнанă май эпĕ паянхи кун пурлăха чун пуянлăхĕнчен маларах хунине асăрхарăм. Çавăнпа çамрăксем ырăлăх, юмартлăх, тĕрĕслĕх, патриотлăх, гражданлăх çинчен шухăшласах каймаççĕ. Хамăрăн культурăна, йăла-йĕркене пĕлменнипе анăçалла пăхма пуçларăмăр. Шухăшлатăп та, манăн ăру харпăрлăх аталанăвĕн тĕп сăлтавне — чун воспитанине — çухатнă. Ку — хамăрăн йăла-йĕркене пĕлни, ăна пăхăнса пурăнни тата малалла тăсни. Пирĕн ăс-хакăл культурине тата мĕн ырă витĕм кÿрет-ха? Тен, таврари сасă? Мĕн илтетпĕр эпир паян?