Роза ВЛАСОВА

10 Нарăс, 2017

«Счетоводра ĕçлесен те фуфайкăпа, çăпатапа çÿреттĕм»

Сухалсăр Петĕр мăнукĕ

— Ревокат Прохорович, пĕрремĕш заметкăна эсир 81 çул каяллах çырнă. Мĕн çинченччĕ вăл?

— Вăл 1936 çулта «Пионер сасси» хаçатра «Кроликсене шефа илнĕ» ятпа пичетленнĕччĕ. Пирĕн шкулта кроликсем усратчĕç. Эпир дежурнăй пулсан йывăç турачĕ пухса, курăк татса килсе вĕсене тăрантараттăмăр. Пĕррехинче учительница хаçатпа çыхăну тытасси пирки калаçу пуçарчĕ. Пире «Пионер сассине» тата район хаçатне заметкăсем ярса пама сĕнчĕ. Стена хаçатне унчченех çырса тăнă-ха эпĕ. Çапла пуçланчĕ манăн калемçĕ ĕçĕ. Эпĕ хресчен çемйинче çуралнă.

7 Нарăс, 2017

Сăн-пит илемĕ вăрман мăйăрĕ пекех ултавлă

«Чун тени ялта пурăнать», — теме хăнăхнă эпир. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакансем пĕрех ырăрах, чунлăрах, сăпайлăрах пулакан. Çакă чăнах та çаплах-ши? Çынлăхпа чунлăха, ырă кăмăллăха шыраса республикăн çурçĕр тата кăнтăр районĕсенче вырнаçнă чылай яла çитрĕм, çынсемпе курса калаçрăм. Çак ыйтăва хускатсан чылайăшĕ ман çине «ку пахалăхсем паян мĕн тума кирлĕ?» тенешкел тĕлĕнерех пăхрĕ. «Хальхи вăхăтра укçа пултăр. Санăн ырă чуну çине сурса хураççĕ», — терĕ пĕри куçранах. «Чуну мĕн чухлĕ ырăрах, шăпу çавăн чухлĕ йывăртарах», — хушса хучĕ тепĕр арçын.

7 Нарăс, 2017

Триер «кĕпĕрнаттăрĕ»

Триер — Çĕмĕрле районĕнчи Тури Макарин ял тăрăхĕнчи чи аякра вырнаçнă поселок. Аслă çул айккинчен, тĕрĕсрех, Саланчăкран унта çитме 12 çухрăм хыçа хăвармалла. Триерта паян пĕртен-пĕр çын — 75 çулти Нина Карпинская — пурăнать.

3 Нарăс, 2017

Ялта купăсçă ылтăнран та хаклă

«Ялта купăс калама пĕлекен пирĕн хыççăн тек çук темелле. Эпир пĕр вăхăтрисем Анатолий Егоровпа иксĕмĕр купăс калатпăр. Пирĕнтен кĕçĕнреххисем /40-рен çамрăкраххисем/ çак ăсталăха алла илеймен. Мана туя купăс калама тăтăшах чĕнеççĕ.

3 Нарăс, 2017

«Мĕнле пурăнатăн-ха, кукамай?»

Пурăнма та талант кирлĕ. Çапла пĕтĕмлетрĕм республикăри чи ватă çынсенчен пĕрин, Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнче пурăнакан 103 çулти Дария Калинникова, патĕнче пулнă хыççăн. Пытармастăп: пĕр ĕмĕре хыçа хăварнă çынпа курнăçма, калаçма хальччен пÿрменччĕ-ха. Ытла та пысăк чыс ку... Сăмаха ăçтан пуçламаллине те тÿрех пĕлеймĕн. Телее, кил хуçисем çав тери ырă кăмăллă çынсем пулчĕç.

Pages