Комментари хушас

1 Пуш, 2017

«Çĕлен туйне куртăмăр, çăвар карсах сăнарăмăр»

Вăрман çывăхĕнче пурăнакан çынсем ыттисенчен уйрăлса тăнăн туйăнаççĕ мана. Вĕсем ырăрах, ăшпиллĕрех, уçăрах пек. Черченкĕ çак çынсене Турри çуттине пур енĕпе те ытларах панă тейĕн! Çак кунсенче Комсомольски районĕнчи Вутланта пурăнакан Анастасия Прокопьева патĕнче пулма тÿр килчĕ.

Икĕ ятпа

Анастасия Аркадьевнăна ялта Надя аппа теççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех икĕ ятпа çÿрет вăл. «Атте мана Надя тесе çыртарасшăн пулнă. Анчах ял канашĕнчи ятарлă кĕнекере Надежда ята тупайман-мĕн. Вара Анастасия çыртарса килнĕ. «Пĕрех Надя тесе калатпăр», — килĕшнĕ çывăх çыннăмăрсем. Ачаран Надя тесе чĕннĕ мана», — йăл кулчĕ Анастасия Аркадьевна. Хăйне вара икĕ ячĕ те кăмăла килет-мĕн. «Камăн йÿççи нимĕн те çук, унăн пылакки те çук», — теççĕ халăхра. Анастасия Прокопьева пурнăçĕнче йÿççи те, пылакки те самай пулнă. Пурнăç урапи кăлтăртатса куçнă май шуррине те, хурине те курнă. Анастасия Прокопьева Каçал тăрăхĕнчи Хирти Мăрат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялĕнчи шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри медучилищĕре пĕлÿ илнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн ăна Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхале ĕçлеме янă. Çамрăк специалист тÿрех ФАП заведующийĕ пулнă. Геннадий Прокопьева качча тухнă хыççăн Çĕнĕ Мăратри участок больницинче 12 çул медсестрара, унтан акушеркăра вăй хунă. 2011 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

Анастасия Прокопьевăн кил-çуртне кĕрсенех кунта çут çанталăка, вăрмана юратакан çын пурăннине туятăн. Вĕтĕ шăрçаран ăсталанă хурăнсем чĕрĕ пекех курăнаççĕ. Чĕнтĕр йĕппипе шурă çипрен çыхнă акăшсем куçа илĕртеççĕ. Мăнтăр кăмпа, шăна кăмпи «картисем» кăчăк туртаççĕ, тĕрленĕ картинăсемпе кавирсем çинче çут çанталăк, вăрман, чечексем сăнланнă.

«Пенсие тухсанах ĕçлеме каймалла мар йĕркене хăнăхма йывăртарахчĕ. Чунăма лăплантарма алĕçпе ытларах аппаланма пикентĕм. Алсиш, нуски, салфеткăсем, тутăрсем, кĕпесем çыхма пуçларăм. Хĕрĕм Марина вĕтĕ шăрçаран тем те пĕр ăсталама вĕрентрĕ. Ĕçĕмсене пĕлĕшĕмсене, тăвансене парнелеттĕм. Алĕç тăвакансем валли халĕ Интернетра темĕн те пур. Çынсен ĕçĕсене те пăхса астуса юлатăп», — пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Анастасия Аркадьевнăпа Геннадий Николаевич Прокопьевсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр — Алексей, Сергей, Марина — пăхса ÿстернĕ. Виççĕшĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ. Пурте çемьеллĕ ĕнтĕ. Тăватă мăнукпа савăнать паян хĕрарăм. Ачисем канмалли кунсенче килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Шел те, çак телее мăшăрĕпе пĕрле пайлама пÿрмен Геннадий Николаевича. Ăна юлашки çула ăсатнăранпа икĕ çул иртнĕ ĕнтĕ. «Чирленĕрен пĕлтĕр ĕнене сутма тиврĕ. Халĕ сысна, хур-кăвакал, чăх-чĕп кăна усратăп. Çулла кашни кун уçăлмалла тесе вăрмана кайса килетĕп. Çĕр банка кăмпа тăварларăм. Тунката кăмпине флягăпах хатĕрленĕччĕ. Çав кăмпана 15 витрене яхăн çынсене сутрăм. Хура çырла, кĕтмел чылай пуçтартăм. Вĕсенчен ачасем валли компот, варени турăм. Морозильнике те хунă. Вăрман çимĕçне тăхлачăсене те кучченеçлĕх пара-пара ятăм. Пĕрисем 3 литрлă банкăсем килсе пачĕç, вĕсене 35 мăшăр хурăн милĕкĕ çыхса патăм. Мишерсем мана юман милĕксем хатĕрлеме саккас параççĕ. Вăрмана кайсан чунпа канатăп, уçă сывлăшпа сывласа киленетĕп. Çывăхри вăрмана пĕчченех çÿретĕп. Аякри вăрмана çырла татма эртелпе каятпăр. Пирĕн шалу пысăк пулман. Упăшка мана укçа питех тыттарман. Виçĕ ачана ура çине тăратма кĕмĕлĕ самаях кирлĕччĕ. Вăрмана кайнă – укçа пулнă. Вăрман пулăшнипе çуллахи вăхăтра нухрат тыткаламалăх пухăнать», — пытармарĕ кил хуçи хĕрарăмĕ.

Кăмпа та кирлĕ мар

— Çапах та пур çын та вăрмана каймасть.

— Вăрман вăрманах, хăрамалли те тупăнать унта. Юпа уйăхĕн çурринче ăшă çанталăк тăчĕ, 15-17 градус та пулĕ. Пыратăп вашлаттарса. Вутлана çитеттĕм ĕнтĕ. Мĕнле курса ĕлкĕртĕм тулĕк — мана хирĕç тем вăрăмăш çĕлен шуса килет. Чалт-чалт сиксе ÿкрĕм айккинелле. Çаврăнса пăхрăм та — хура çĕлен! Вăл та пуçне çĕкленĕ, эпĕ те пăхса тăратăп. Çанталăк ăшă тăрсан вĕсем юпа уйăхĕнче те тухаççĕ. Çĕленсенчен хăратăп, ыттинчен шикленместĕп. Телее, хама çĕлен сăхман. «Çынна Турă сыхлать», — теççĕ вĕт. Пĕррехинче, нумай çул каялла, çуркунне тухакан кăтра кăмпана татма кайнăччĕ. Ун чухне ăнсăртран çĕлен туйне курма тÿр килчĕ. Çĕлен туйĕ мĕнле пулать тетĕр-и? Ăвăслăхра çÿретпĕр те: «Кур-ха, кур: мĕн тăваççĕ çĕленсем!» — кăшкăрса ячĕ кÿршĕ хĕрарăмĕ. Çаврăнтăм та — унта 20-30 çĕлен пухăннă. Пĕр-пĕринпе явăннă та шап-шап тутараççĕ. Иксĕмĕр те çăвар карсах пăхса тăтăмăр. Айккинчен çаврăнса тухса урăх çулпа таврăнтăмăр киле. Кăмпа та кирлĕ мар пире, тек нимĕн те кирлĕ мар, туй курнă. Юлашки вăхăтра çĕлене тăтăшрах курнăран атă тăхăнма тытăнтăм. Вăрăмтунаран сыхланма пите тип çу сĕретĕп. Эпир, вăрман çывăхĕнчи çынсем аптăрамастпăр, вăрăмтуна сăхсан та ÿт-пÿ хĕрелмест пирĕн. Çулсеренех вăрман уçланкисенче сиплĕ курăк пухатăп. Пĕлтĕр çĕр хăмли /сарă, хăмăр чечеклĕ вăл/, сар çип ути, хĕрлĕхен курăкĕ, чĕре курăкĕ, салтак тÿмми, эрĕм типĕтсе хутăм.

— Çĕленсĕр пуçне ытти чĕрчуна та курнă пулĕ-ха.

— Икĕ хутчен пăлан курнă. Хитре йышши кайăк-кĕшĕк, чĕрĕп тĕлне пулнă. Кашкăр, упа тавраш курман. Ĕмĕре утса, чупса çÿресе ирттертĕм. Çулла выльăх-чĕрлĕхе 6 сехет тĕлне пăхса пĕтереттĕм те вăрмана тухса утаттăм. Çынсем ĕçе каяççĕ — эпĕ вăрмантан таврăнаттăм.

Юлашки вăхăтра мăйăр сахал

— Анастасия Аркадьевна, вăрман малтанхипе танлаштарсан ылмашнă-и?

— Улшăннă ĕнтĕ, вăрман кашни çул ылмашăнать. Масар патĕнче эпĕ качча килнĕ чухне хура вăрманччĕ. Ăна касрĕç, хунавсем лартрĕç. Унта халĕ — чăтлăх. Ĕлĕкхи пек вутă çунтармастпăр та вăрманта хăрăк турат нумай. Выльăх кĕмест. 30 çул каялла Клавдия аппапа Хăмăшлăха кĕтмел татма кайнăччĕ. Икшер витре çырла татрăмăр та таврăнатпăр. «Клавдия аппа, пăх-ха: шап-шур, хура кăрăç карти-картипех», — тетĕп. Чăтаймарăмăр — татма пикентĕмĕр. Ял патнелле çывхартăмăр та — сап-сарă тунката кăмпи! Ăна та татрăмăр, аран-аран йăтса çитертĕмĕр. Ун чухне вăрман çутă пулнă. Халĕ вĕтлĕх, çÿреме кансĕр. Чăрăшсенчен ытларахăшĕ хăрчĕ. Астăватăп-ха: пĕррехинче çырма тăрăх кайса йывăçсене маларах каснă вырăна пырса тухрăм. Кашни тунката çинче — сап-сарă тунката кăмпи! Пĕшкĕнсен сĕре хитре курăнаççĕ! Ун пеккине хам ĕмĕрте тек курман. Татса пĕтерме çук!

Анастасия Прокопьева каланă тăрăх, юлашки вăхăтра вăрманта мăйăр сахал пулать. Хĕрĕх çулта пĕрре, 2009 çулта, мăйăр çав тери вăйлă пулнă. Ун чухне вăл 12 витре татнă. «Эсир мана вăрмана кăна чупать, вăрман çимĕçĕпе çеç пурăнать тесе ан шухăшлăр. Эпĕ пахчаçимĕç те туса илетĕп, килте те ĕçлемесĕр лармастăп. Маринадланă хăяр, помидор, варени, компот тĕпсакай тулли», — тесе култартăм ял-йыша кĕркунне клубра. Халĕ ака уйăхĕ çитессе кĕтетĕп. Ун чухне астивмелĕх хурăн шывĕ юхтарăп. Хаçатра вĕрентнĕ пек сиплĕ шыва кайран валли те хатĕрлĕп», — ĕмĕтленнине палăртрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Кăмпа татма юратакансенчен хăшĕ-пĕри çак çимĕçе пачах астивмест. Анастасия Аркадьевна та малтан çимен. Паян вара типĕтнĕ кăмпана аш арманĕпе авăртса, çĕр улми хушса кукăль пĕçерет. Тунката кăмпинчен – пицца, мăнтăр кăмпаран яшка янтăлать. Тутанмасăр епле чăтса тăрăн? Вăл хир енче ÿснĕ пулин те паян хăйĕн пурнăçне вăрмансăр курмасть. Халĕ çу кунĕсем, вăрмана каймалли вăхăт çитессе чăтăмсăррăн кĕтет. Çавăн пек вăл вăрман, ăна пĕрре юратрăн тăк ку юрату — ĕмĕрлĕхе.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.