Кĕвĕ тĕнчинчи чăваш хĕрĕ
С. Рахманинов пултарулăхĕпе паян тĕнче савăнать тесен те йăнăш мар — классика нихăçан та модăран тухмасть. Анчах та музыка çак генине те хăй вăхăтĕнче шалкăм çапнине ас тăвакан пур-и? Пултарулăх шалкăмĕ... 24 çулти композитор пĕр самантра çырайми-ĕçлейми пулса ларнă. Нимĕн патне алă пымасть, хавхалану çук, нотăсем пĕр рете, пĕр тĕвве ним тусан та пуçтарăнмаççĕ... Мĕн тумалла?