Оксана ЯСТРЕБОВА

23 Утă, 2014

Сыхлăх нихăçан та ытлашши мар

Чăваш Енре лару-тăру лăпкă теме хăнăхнă та - нацисен хушшинчи çивĕчлĕх, экстремизмпа терроризм йышши киревсĕрлĕх пулма пултарассăн та туйăнмасть. Районсенче - пушшех. Анчах, шел те, ку енĕпе ĕçлемелли тупăнать, сыхлăх вара, паллă, нихăçан та ытлашши мар.

Тăвай районĕн прокуратури çулталăкăн пĕрремĕш çурринче асăннă енĕпе 21 тĕрĕслев ирттернĕ, саккуна пăснă 16 тĕслĕхе тупса палăртнă май представленисем çырса должноçри 7 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

18 Ака, 2014

Тав тума ăс çитереймен

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 19 тата 20 çулсенчи çамрăксен тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вĕсене ют çын пурлăхне хапсăннăшăн тата сăтăр кÿнĕшĕн айăплаççĕ.

Pages