Кĕнекепе кăсăкланакан йышлă
Кĕнеке тавра курăма ÿстерет, пурнăçра тĕрĕс утăм тума пулăшать. Шкулта ĕçленĕ чухне вĕренекенсемпе илемлĕ литературăри сăнарсене тишкернĕ чух савăнни те, хумханни те, хĕпĕртени те, пăшăрханни те пайтах пулнă. Сăмахран, Михаил Шолоховăн «Уçнă çерем» романĕнчи сăнарсен пурнăç çулне йĕрленĕ чух хамăн та, ачасен те куççуль тухатчĕ: питĕ телейлĕ курас килетчĕ Давыдовпа Варьăна. Константин Ивановăн «Нарспи» поэминче Нарспипе Сетнере тем пек пĕрлештересшĕнччĕ. Анчах пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Пуянсемпе чухăнсен тĕнчинче кĕрешÿсĕр пулмасть.