Кĕнекепе кăсăкланакан йышлă
Кĕнеке тавра курăма ÿстерет, пурнăçра тĕрĕс утăм тума пулăшать. Шкулта ĕçленĕ чухне вĕренекенсемпе илемлĕ литературăри сăнарсене тишкернĕ чух савăнни те, хумханни те, хĕпĕртени те, пăшăрханни те пайтах пулнă. Сăмахран, Михаил Шолоховăн «Уçнă çерем» романĕнчи сăнарсен пурнăç çулне йĕрленĕ чух хамăн та, ачасен те куççуль тухатчĕ: питĕ телейлĕ курас килетчĕ Давыдовпа Варьăна. Константин Ивановăн «Нарспи» поэминче Нарспипе Сетнере тем пек пĕрлештересшĕнччĕ. Анчах пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Пуянсемпе чухăнсен тĕнчинче кĕрешÿсĕр пулмасть. Вĕренекенсене хайлавăн тĕп шухăшне ăнкарса илме, илемлĕ литература чăн пурнăçпа тачă çыхăннине ăнлантарса пама тăрăшаттăм. Хальхи çыравçăсен хайлавĕсем те вулаканшăн тĕрлĕ туйăм çуратаççĕ.
Халĕ «кĕнеке сахал вулаççĕ» тенине илтме пулать. Тĕрĕсех ĕнтĕ: 21-мĕш ĕмĕрте пурăнатпăр, компьютер, Интернет витĕм кÿрет. Апла пулин те унашкал пĕтĕмлетÿ тума кирлĕ мар. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕнче акă вулакансен йышĕ чакмасть. Ял библиотекинче, сăмахран, 950 вулакана шута илнĕ. Вĕсем пĕлтĕр 21500 кĕнекери ĕç-пуçа тишкернĕ. Чи хастар вулакансен йышĕнче — Сергей Андреев, Елена Иванова, Алина Владимирова, Наталия Иванова, аслă классенче вĕренекен Дарья Яковлева, Августина Петрова. Халăх пирĕн вăхăтри çыравçăсен — Николай Симуновăн, Зоя Нестеровăн, Ангелина Павловскаян, Улька Эльменĕн ĕçĕсене кăмăллать. Аслăрах ăрурисем Илпек Микулайĕн, Анатолий Емельяновăн, Никифор Мраньккан, Юрий Скворцовăн кĕнекисене вулама пăрахмаççĕ-ха.
2004 çултанпа библиотека пуçлăхĕнче Светлана Белова тăрăшать. Унччен вăл шкулта ачасене вĕрентнĕ. Кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра, тĕплĕ те тирпейлĕ туса пыма хăнăхнă вăл. Çынсемпе яланах пĕр чĕлхе тупма пултарать. Вăл вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсемпе Лиана Яковлевăпа тата Марина Викторовăпа тачă çыхăну тытать. Фольклор ушкăнĕпе ялсем тăрăх çÿресе савăнтараççĕ вĕсем халăха.
Светлана Вячеславовна библиотекарь пуçарнипе тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ: диспут та, вулакансен конференцийĕ те. Çак кунсенче, сăмахран, хаçат-журналта пичетленнĕ статьясене сÿтсе яврăмăр.
Никита МАКАРОВ.
Çĕрпÿ районĕ.
Комментари хушас