Надежда ГЕОРГИЕВА

31 Пуш, 2015

Çĕнĕ ĕмĕрти театр. Мĕнле пулмалла вăл?

Чăвашра театра çÿреме юратнине çак кăтартусем аван çирĕплетеççĕ: 2012 çулта патшалăх театрĕсене 360783 çын çитсе курнă пулсан, 2014 çулта - 375066 çын. Вĕсенче мероприятисем ирттересси те сисĕнмеллех ÿссе пырать: иртнĕ çул, 2012 çулпа танлаштарсан, 161 спектакль ытларах кăтартнă. Репертуар пирки çакна каламалла: çулленех сцена çине 20 ытла çĕнĕ спектакль тухать.

17 Нарăс, 2015

Василий Теркин чăвашла калаçать

Чăваш кĕнеке издательстви Александр Твардовскин халăхра анлă сарăлнă «Василий Теркин» поэмине чăвашла пичетлесе кăларчĕ. Чаплă произведение Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

17 Нарăс, 2015

Ăсчахăн сулмаклă тепĕр утăмĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Артемьев критикĕн статйисен пуххи - «Шăпа карчĕсем» - кун çути курнă. Унта ăсчах юлашки çулсенче çырнă литературăпа критика статйисем, публицистика эссисем, рецензисем кĕнĕ.

16 Кăрлач, 2015

Хăйсен уявĕнче те канаймарĕç

Артист хăçан канать? Тĕрĕссипе, пур-ши унăн çакăн валли вăхăт? Эпир, акă, Çĕнĕ çул хыççăн вунă кун ытла ĕçе çÿремерĕмĕр. Артистсем вара ача-пăчана капăр чăрăш тавра ташлаттарса савăнтарчĕç, халап-юмахпа тĕлĕнтерчĕç.

27 Чÿк, 2014

«Хуняма» валли - «Ылтăн кĕрÿ»

ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Вячеслав Оринов режиссер Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче лартнă спектакльсене аса илетĕп: "Ылтăн кĕрÿ" камит йышшисем вĕсен йышĕнче сахалччĕ. Мĕншĕн сăмах тапратрăм-ха?

Pages