Марина ТУМАЛАНОВА. Çамрăксен театрĕн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

19 Раштав, 2018

«Çулĕ пулчĕ тумхахлă» кĕнеке Çамрăксен театрĕн пурнăçĕпе паллаштарать

Петр Андреевăн «Çулĕ пулчĕ тумхахлă» çĕнĕ кĕнеки Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пурнăçĕпе туллин паллаштарать. Ăна труппа чăмăртаннăранпа 85 çул çитнине халалланă.