Таса ятне варалани пурнăçа тĕпрен улăштарнă
Хальхи вăхăтпа иртнине танлаштарсан пĕрпеклĕхсене куратăн. Ун чухнех пĕр-пĕрне кĕвĕçекен, улталакан çын йышлă пулнă. Курайманнисем, çурăм хыçĕнче калаçакансем çын çинчен элек сарма, «çÿлтисене» пĕлтерме васканă. Çавăншăнах миçе пурнăç вăхăтсăр татăлман-ши? Ун чухне Совет влаçне сăтăр тунă е кулак тесе айăпланă çынсене алла сăнчăр тăхăнтартса аякка ăсатнă. Хăшĕ-пĕри çак çулсене тăван тăрăхри тĕрмере ирттернĕ пулсан теприсен çулĕ инçетелле выртнă. Нумайăшĕ унтан килеймен. Таврăннисен вара пурнăçра тарăн йĕр хăварнă çав çулсене аса илсен куçĕ шывланнă.