Ирина ИВАНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

5 Çу, 2017

«Хам пĕчĕк пулсан та эпĕ – парадра!»

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче мĕнле уява паллă тунине шкул ÿсĕмĕнчи кăна мар, садике кăна çÿрекен ачасем те пĕлеççě. Шупашкарти ача сачĕсене çÿpeкенсем  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнине палăртакан праçнике виççĕмĕш çул ĕнтĕ чăн-чăн салтакла парадра утса кĕтсе илеççĕ.