Ирина ЦАРЫГИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

27 Ака, 2017

«Тутă çын выçă çÿрекене ăнланмасть»

Пĕрисем вĕсене хĕрхенеççĕ, теприсем иртсе кайнă чухне те асăрхамаççĕ. Виççĕмĕшĕсем вĕсене этем вырăнне хумасăр сăлтавсăрах хĕнеме пултараççĕ. Ытларахăшĕ: «Фу-у-у, çапкаланчăк!» — тесе йĕрĕнет. Урамра çапкаланса çÿрекен, ăçта май килнĕ, çавăнта выртса тăракан çыннăн сăн-пичĕ те çухалать. Шупашкарта килсĕр-çуртсăр çынсене тăтăшах тĕл пулма май пур.