Галина ЗОТОВА.

23 Кăрлач, 2019

Çăлтăртан хĕр пулчĕ

Тулли уйăх тÿпене хăпарсан çăлтăрсем патне хăнана кайма шухăшланă. Çăлтăрсен керменĕ анлă тÿпе варринче кăвак шăналăк çинче ялкăшса ларнă. Кунта пин-пин çăлтăрчăк пурăннă. Кăнтăрла вĕсем çывăрнă, каçсерен уя улаха тухнă. Ун чухне кермен алăкĕ пачах хупăнман, шурă, хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак тĕслисем, пысăкки, пĕчĕкки, вăйли, вăйсăрри, çамрăкки, ватти кермен алăкĕ витĕр унта-кунта вĕçсе çÿренĕ. Хĕр çăлтăрчăксемпе каччă çăлтăрчăксем пĕрре кĕнĕ, тепре тухнă. Пĕрремĕшĕсем вăрăм аркăллă сараппанпа, иккĕмĕшĕсем вăрăм чаппанпа çÿренĕ.