Елена БЫРКИНА

9 Авăн, 2014

Вĕсем пуррипе вучах хĕмленет

Кашни районтах ыттисенчен мĕнпе те пулин палăрса тăракан ялсем пур. Куславкка районĕнчи хамăрăн Кунер ялĕ мĕнпе мухтанма пултарать-ши тесе шухăшласан тÿрех культура çурчĕ пуçа килчĕ. Совет самани вĕçлениччен хăтласа лартнăскер паян кĕрлесе кăна тăрать тесен те тĕрĕсех. 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннăран кунта ĕçлекенсем кăçал пушшех пуçаруллă пулни сисĕнет. Календарьти кашни праçник ячĕпех концерт йĕркелеççĕ.