Андрей МИХАЙЛОВ.

30 Чÿк, 2020

Кӗнеке чуна пуянлатать

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ. Шăп çав кун патшалăх издательствин Чăваш Енри уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. Паян кĕнекеçĕсем Чăваш драма театрне уява пуçтарăнчĕç. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

18 Чÿк, 2020

Ырă ĕç туни каялла таврăнать

ЧР Вĕрентӳ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ уçăлчĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

— Ултă çулта питĕ нумай ĕç тунă, чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ыр кăмăллăх юхăмĕн хастарĕсен пуçĕнче çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл питĕ кирлĕ. Сирĕн ĕçĕрте — уйрăм çынсен шăпи. Эсир нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Ырă чунлă çынсем ытларах пулсан обществăра та килĕшӳ пулать. Пĕрле пур йывăрлăха çĕнтерме пултаратпăр, — терĕ вăл.

13 Чÿк, 2020

Çĕнĕ çул уявĕсем ирттермĕç

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ.

— Лару-тăру çивĕчленсе пырать, çавăнпа сыхă тăмалла. Койкăсен йышне ӳстермелле, аптекăсемпе больницăсене эмелпе тивĕçтермелле, предприяти-организацисене тĕрĕслесе тăмалла, йĕркене пăсакансене тупса палăртмалла, — терĕ лару пуçламăшĕнче Олег Алексеевич. Мускаври студентсене дистанци мелĕпе вĕренме куçарнă май тăван ене таврăнакансене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ.

10 Чÿк, 2020

Вĕренӳ кĕнеки ачасемшĕн кăсăклă пулмалла

Вĕрентӳ институтĕнче шкулсем валли чăваш чĕлхи учебникĕсем кăларассипе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ. Ăна вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева ертсе пычĕ.

Унта культура министрĕ Светлана Каликова, информполитика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юлия Стройкова, ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, Шупашкарти вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров, шкул, библиотека ертӳçисем, вĕрентӳ институчĕн ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Pages