Кӗнеке чуна пуянлатать

30 Чÿк, 2020

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ. Шăп çав кун патшалăх издательствин Чăваш Енри уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. Паян кĕнекеçĕсем Чăваш драма театрне уява пуçтарăнчĕç. Вĕсене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

"100 çул хушшинче издательствăра çĕр-çĕр кĕнеке кун çути курнă. Ĕçлекенсем çак тапхăрта йĕркеленнĕ ырă йăласене упраҫҫӗ. Çав вăхăтрах кĕнекене пуянлатмалли çĕнĕ мелсем шыраҫҫӗ. Издательсем  саманапа тан пыраççĕ, пĕлтерĕшлĕ темăсем пирки манмаççĕ", - терĕ вăл.

Олег Алексеевич кĕнеке издательствин коллективне республикăн Хисеп хучĕпе, ĕçченсене хисеплĕ ятсемпе чысларĕ. Çавăн пекех уяв сцени çине культура тата информаци политикин министрĕсем Светлана Каликовăпа Михаил Анисимов, РФ кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн ертÿçи Константин Чеченев, Удмуртирен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнĕ издательсем тата ыттисем тухрĕç.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас