Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Японири Токиора Паралимп вăййисем пуçланаççĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăмăртăва хатĕрленекен спортсменсемпе ВКС мелĕпе калаçрĕ.
Паян Куславкка районĕнче Сăрпа Хусан чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексне тума пуçларĕç. Çавна май строительство вырăнĕнче капсула хучĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку палăк вăрçă вăхăтĕнчи йывăр тапхăра, тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра тытма май парать.
Хальхи вăхăтра вакцинаци ирттересси чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăчĕ. Коллективсенчи иммунитета çирĕплетес тĕллевпе чылай çын прививка тутарчĕ. Спортсменсемпе тренерсем те айккинче юлмарĕç.
Паян «Контактра» соцсетьре вакцинаци ыйтăвĕпе тӳрĕ лини иртрĕ. Çынсен ыйтăвĕсене Алла Салаева вице-премьер, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулин тĕп больницин тĕп врачĕ Татьяна Маркелова хуравларĕç.