Андрей МИХАЙЛОВ.

19 Авăн, 2021

Мускавран салам йышӑнчӗҫ

Виҫӗ кун пынӑ сасӑлав вӗҫленнӗ хыҫҫӑн "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн членĕсем видеоконференци  мелĕпе Мускаври ĕçтешĕсемпе çыхăнчĕç.

Унта партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăнчĕç. Парти членĕсем суйлавра мала тухнăшăн пĕр-пĕрне саламларĕç, хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ
 

17 Авăн, 2021

Суйлав ӗҫне Центртан сӑнӗҫ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Общество сăнавçисен центрĕ уçăлчĕ. Унта пирĕн республикăра суйлав епле иртнине сăнаса тăрĕç.

Центр ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. Вăл суйлав пысăк шайра иртессе, çитменлĕхсем сахал пуласса, çынсем тивĕçлĕ кандидатсемшĕн тата партисемшĕн сасăласса шаннине палăртрĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем
 

7 Авăн, 2021

Шăрăха пула ял хуçалăх предприятийĕсем шар курнă

Правительство çуртĕнче чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Унта пĕр ыйту пăхса тухрĕç.

3 Авăн, 2021

Урамра калаçакансене мар, тухтăрсене ĕненмелле

Шупашкар хулин клиника центрĕнче те коронавируспа чирлисене сиплеççĕ. Унта 2020 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчех ковид уйрăмĕ уçăлнă.

Pages