Урамра калаçакансене мар, тухтăрсене ĕненмелле

3 Авăн, 2021

Шупашкар хулин клиника центрĕнче те коронавируспа чирлисене сиплеççĕ. Унта 2020 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчех ковид уйрăмĕ уçăлнă. Пациентсен пурнăçне çăлассишĕн мĕнле кĕрешни тата вакцинаци тапхăрĕ епле пыни çинчен Елена Майорова тĕп тухтăр каласа кăтартрĕ.

— Пĕлтĕр пирĕн больница витĕр 3024 çын тухрĕ, кăçал 3000-ĕн сипленчĕç. Иртнĕ çул аслă ӳсĕмри çынсем ытларах чирлетчĕç, вилекенсен хушшинче те ватăсем кăначчĕ, хальхи вăхăтра, шел те, коронавирус çамрăксене те ураран ӳкерет, 34 çултисем те, 40-рисем те ку амака çĕнтереймеççĕ. Юлашки вăхăтра çул çитменнисен йышĕнче те çак чирпе нушаланакан нумайланма тытăнчĕ. Ку чир çинчен ăсчахсем те тĕплĕн пĕлмеççĕ, тĕпчевсем ирттереççĕ, çавна май сиплев мелĕсем пĕрмаях улшăнаççĕ. Ĕнер эпир пĕр тĕрлĕ эмелпе сиплеттĕмĕр, халĕ урăхлисене сĕнеççĕ. Вируспа кĕрешекен эмелсене ытларах çырса паратпăр, юна шĕветекеннисене. Вĕсем тромб пуласран сыхлаççĕ.

– Анчах вилекенсем те пур-çке.

– Шел те, тĕрлĕ мелпе сиплесен те пурнăçран уйрăлаççĕ çав. Утă-çурла уйăхĕсенче чирлекенсен йышĕ пысăк пулчĕ, юлашки кунсенче лару-тăру кăшт лайăхланчĕ. Анчах чир çĕнĕрен хăçан капланса килессине пĕлме çук. Акă авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасемпе студентсем вĕренме пуçларĕç, отпуск тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Транспортра, общество вырăнĕсенче халăхйышĕ ӳссен эпидемиологи лару-тăрăвĕ улшăнма пултарать. Чир ан сарăлтăр тесен чи малтан, паллах, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла: маска тăхăнмалла, алла пĕрмай çумалла, общество вырăнĕсенчен пăрăнса çӳремелле. Çак тапхăрта уçă сывлăшра /вăрманта, паркра…/ уçăлса çӳрени питĕ вырăнлă. Çав вăхăтрах урамра маска тăхăнса çӳрекенсене те куратпăр. Ку та тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен урамра кăкăр туллин сывламалла. Чи пысăк йăнăш — чирлесен тӳрех больницăна кайманни. Çынсем малтан килте хăйсем пĕлнĕ пек сипленеççĕ. Анчах чир вăй илсе пынăçемĕн сиплев кăткăсланать. Ӳт температури ӳссен тухтăра чĕнмелле. Çывăх çынсене ертес мар тесен уйрăм пӳлĕмрен тухмалла мар. Тухтăр ПЦР-тест тума анализ илет, эмел çырса парать. Килте сипленекенсене те эмелпе тивĕçтеретпĕр. Кун валли патшалăх нумай укçа уйăрать. Хăшĕ-пĕри бактерие пĕтерекен эмел ĕçет. Тухтăр хушмасăр вĕсемпе сипленме юрамасть. Вируса пĕтерекеннисем пулмалла. Кусене те врач çырса парать. Ӳпке пăсăлнине пĕлес тĕллевпе тӳрех компьютер томографийĕ тăваççĕ. Ăна чир палăрма тытăнсан 4-5 кунран кăна тумалла. Пĕрремĕш кунрах нимĕн те палăрмасть. Хăшĕ-пĕри тӳрех томографи тума чупать. Рентген туни те организма сиен кӳрет. Антителăсем пурри чиртен хӳтĕлет тени те тĕрĕс мар, çавăнпа укçа тӳлесе анализ пама васкас марччĕ.

— Елена Степановна, хальхи вăхăтра ковид госпитальте миçе çын сипленет?

— 180 койка хатĕрленĕ, вĕсенчен 12-шне реанимаци хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун госпитальте 172 çын сипленет. Пациентсен 60 процентне кислород паратпăр. 65 çултан аслисене пурне те больницăна вырттаратпăр. Ковид уйрăмĕнче хула çыннисем кăна мар, республикăри тĕрлĕ районта пурăнакансем сипленеççĕ. Чылайăшне медпулăшу машинипе илсе килеççĕ. Астăватăп, пĕлтĕр пĕр кунра 35 çынна йышăннăччĕ. Госпитальте 200 яхăн çын ĕçлет. Вĕсем яланхи пекех «хĕрлĕ зонăна» ятарлă тум, респиратор, перчетке тăхăнса кĕреççĕ.

— Тухтăрсене, уйрăмах ковид уйрăмĕсенче ĕçлекенсене, паттăрсем теççĕ. Çапла каланипе килĕшетĕр-и?

— Тĕрĕс те пулĕ, мĕншĕн тесен çак лару-тăрура, шăрăх кунсенче — пушшех, ĕçлеме питĕ йывăр. Хам та унта час-часах дежурствăра пулатăп. Чирлисем нушаланнине курма та чăтăмлăх кирлĕ. Унта хăвна çапăçу хирĕнчи пекех туятăн: тухтăрсем хăйсене шеллемесĕр вахтăна тухаççĕ. Çулталăк каялла ковид госпиталь ĕçлеме тытăнсан никам та турткалашса тăмарĕ, пурте алла «пăшал» тытса кĕрешĕве тухрĕç. Темиçен кăна ĕçрен кайрĕç. Эпир мар тăк çынсене кам çăлĕ? Паллах, пирĕн чунра та малтанхи тапхăрта шиклĕх туйăмĕ пурччĕ, халĕ хăнăхрăмăр.

— Инфекцие сарăлма чараканни — вакцинаци…

— Вакцинаци туни кăна чиртен хӳтĕлет. Импĕр, ыхра, ытти çимĕçе çини вирусран упрамасть. Тухтăрсем чи малтан прививка тутарчĕç. Чи лайăх вакцина — «Спутник». Вăл 94 процент таран хӳтĕлет. Унпа чылай çĕршывра усă кураççĕ. Хăш вакцинăпа укол тăвассине тухтăр палăртать. Вакцинациленнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Акă нарăс-пуш уйăхĕсенче нумаййăн вакцинациленчĕç. Çавăнпа ака-çу уйăхĕсенче чирлекен сахалланнăччĕ. Анчах коронавирус штамĕсем аталаннă май çулла вĕсен шучĕ каллех ӳсме тытăнчĕ. Шел те, прививка пĕлтерĕшне пурте ăнланмаççĕ. Калăпăр, ашшĕамăшĕ прививка тума çырăннă, анчах хĕрĕ вĕсене тумалла мар тесе ӳкĕте кĕртнĕ. Тепĕр тапхăртан, Мăнкун эрнинче, ватă çынсем чирлесе ӳкнĕ, ашшĕ çăлăнса юлнă-ха, амăшĕ вилнĕ. Хĕрĕ мĕнле пысăк йăнăш тунине, паллах, кайран ăнланса илнĕ. Социаллă сетьсенче çырнине тата урамри çынсем каланине пуçа хумалла мар, тухтăрсен сăмахне итлемелле. Эпир упăшкапа иксĕмĕр эпидеми пуçлансанах чирлерĕмĕр, больницăра сиплентĕмĕр. Ун хыççăн пурте — эпĕ, мăшăр, 18-ти ача, 85-ри анне — прививка тутартăмăр. Пирĕн больницăра ĕçлекенсен 97 проценчĕ вакцинациленнĕ. Анчах хăш-пĕр медик, уйрăмах ковидпа нушаланакансене курманнисем, çынсене прививка тутарма сĕнмест. Паллах, пирĕн сумлă ученăйсен сăмахне шута илмеллех, ку вирус пирки вĕсенчен лайăхрах пĕлекен çук. Вакцинаци иммун тытăмне çирĕплетет. Укол тунă хыççăн чылайăшĕн ӳт температури ӳсет, çын вăйсăрланать, ăна вĕрилентерме пултарать. Кусем вăхăтлăх кăна: икĕ-виçĕ кунран йăлтах иртет. Йывăр чирпе аптăракансем прививка тăвасшăн мар, анчах сахăр диабечĕллĕ, гипертони, ишеми чирĕ пур çынсен коронавирус ерсен çăлăнас шанăç питĕ пĕчĕк. Шыçă чирĕпе нушаланакансен те хими терапийĕ туман чухне вакцинациленмелле.

— Вакцинациленнĕ хыççăн та чирлекенсем пур теççĕ.

— Кунашкал тĕслĕхсем пур, мĕншĕн тесен иммунитет аталанса çитеймест. Укол тутарнă хыççăн 42 кунран кăна иммун тытăмĕ çирĕпленет, вируспа кĕрешме пуçлать. Çавăнпа прививка тунă тесе хăрушсăрлăх мерисене пăхăнма пăрахмалла мар. Прививка тутарнă хыççăн вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. Паллах, вакцинаципе çыхăнман ку, тĕрлĕ чире пула: е инсульт çапнă, е ытти сăлтав. Кунашкал тĕслĕхсене ятарлă комиссире пăхса тухаççĕ. Пирĕн больницăра 13 пин ытла çынна прививка тунă. Вирус ан сарăлтăр тесен чылаййăн вакцинациленмелле — халăхăн 60-80 проценчĕ таран. Ун чухне кăна чир аталанма пăрахать. Коронавирус нихăçан та пĕтмĕ, вăл сывлăшра юлатех. Çавăнпа çыннăн хăй çинчен кăна мар, çывăх çыннисем пирки те шухăшламалла. Çемйипех чирлеççĕ вĕт. Ачасем валли те вакцина туса кăлараççех. «Салют» керменте вакцинаци пункчĕ ĕçлет. Мобильлĕ пункт кашни кун çула тухать. Ватă çынсем патне киле каятпăр. Шкулсемпе садиксенчи, ытти предприятири коллективсемпе тĕл пулса калаçатпăр, вакцинаци пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантаратпăр.

www.hypar.ru
 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.