Йывăрлăхсене пăхмасăр — çĕнтерӳ патне

10 Çурла, 2021

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Японири Токиора Паралимп вăййисем пуçланаççĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăмăртăва хатĕрленекен спортсменсемпе ВКС мелĕпе калаçрĕ.

Регион ертӳçи каланă тăрăх, Паралимпиадăна хутшăнни — пысăк çитĕнӳ. «Кунашкал чыса пурте тивĕçеймеççĕ. Эсир хăвăр çĕнтерĕвĕрсемпе унта хутшăнма пултарассине çирĕплетнĕ. Сиртен наградăсем кĕтетпĕр, эсир лайăх кăтартусемпе палăрасса шанатпăр», — терĕ Олег Алексеевич атлетсене ăнăçу сунса.

Пирĕн ентешсенчен Паралимп вăййисене 5 çын хутшăнĕ. Чи палли — РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Елена Иванова спринтер. 2012 çулта Шупашкар хĕрĕ Паралимпиадăран виçĕ ылтăн медальпе таврăннăччĕ. Кăçал атлет 200 тата 400 метрлă дистанцисенче вăй виçĕ. Хальхи вăхăтра Елена Новогорскра хатĕрленет. Унтах çамрăк атлет Сергей Бирюков тăршшĕне сикес енĕпе ăсталăха туптать. Спортăн тĕнче класлă мастерĕ Денис Гаврилов марафонра тупăшĕ. Япăх куракан атлет Сергей Ивановпа пĕрле старта тухĕ. Паллă стайер 2008 çулхи Олимпиадăра çĕршыв чысне хӳтĕленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Кисловодскра тренировка тăваççĕ. РФ спорт мастерĕ Татьяна Гуреева бадминтонистка Тула облаçĕнче хатĕрленет. Бадминтона Паралимп вăййисен программине кăçал кăна кĕртнĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас