Ӳсĕр çӳреме вăтанмасан пулăшу ыйтма именмелле-им?
"Наркотиксĕр, алкогольсĕр пурăнайманнисене пулăшатпăр" йышши пĕлтерӳ халĕ таçта та асăрхама пулать. Путакан çын улăм пĕрчинче те çăлăнăç шырать теççĕ те - эрех-сăра ĕçме пĕлменнипе нушаланакансем те çавнашкал "пулăшуçăсенчен" шанăç кĕтеççĕ. Ĕçкĕ - чăн-чăн инкек, ăна пула мĕн чухлĕ çемье арканнине, çын шăпи татăлнине кам пĕлмест-ши? Вăл этеме тĕпĕ-йĕрĕпех тĕп туни çинчен çĕр-çĕр тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Чăнах та, эрех эпир автансăр яла ăсансан та пĕтес çук, этемĕн усăсăр иртнĕ кун-çулне вара тавăрма çук.