Авари хыççăн ПАИ инспекторне чĕнмелле-и?

Чĕнмесен те пултаратăр, анчах — «вак-тĕвек» тĕслĕхсенче кăна

Пĕлтĕр республикăра автотранспорт шучĕн ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнă — экономикăпа финанс кризисĕ авторынока витĕм кÿни куçкĕрет. Çапах Чăваш Енре «кустăрмаллă урхамахсен» шучĕ пурпĕр пысăк — 300 пин единица ытла. Куллен — вун-вун, çуллен вара пин-пин пĕчĕк е пысăк авари пулать, эппин, вĕсемпе çыхăннă документсене хатĕрлес ыйту кашни водителе пырса тивме пултарать.

Авари нумаййине пула çул çинче инкеке лекнĕ май ПАИ инспекторĕсене кĕтме тивет. Анчах пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вак-тĕвек аварисем тĕлĕшпе документсене Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕсене чĕнмесĕрех хатĕрлеме май пур — водительсем çакăн пирки пĕлеççĕ, анчах нумайăшĕ ку майпа усă курмасть. Кайран ыйту-чăрмав тухса тăрасран шикленеççĕ пулинех — документсене тĕрĕс хатĕрлемелле-çке. Чăннипе вара аварире çынсем шар курман-тăк «02» телефонпа шăнкăравласа пăтăрмах пирки пĕлтерни, ДТП вырăнне фото е видео ÿкерни, извещени бланкне çырса тултарни те çителĕклĕ — çакăн хыççăн аварие лекнĕ водительсен документсене хатĕрлеме хăйсем тĕллĕнех ПАИ постне пымалла.

Документсене хатĕрлемелли тата ансатрах мел те пур — «Европротокол» ятлăскер. Унпа усă курнă чухне водительсем авари вырăнĕнче документсене хăйсемех çырса хатĕрлеççĕ, пилĕк кунран кая юлмасăр страховани компанине пыраççĕ. ПАИне шăнкăравлама та, инспекци уйрăмне пыма та кирлĕ мар.

Çапах чылай саманта пĕлмелле. Калăпăр, Раççейри регионсенчен ытларахăшĕнче «Европротоколпа» пĕчĕк аварисем тĕлĕшпе кăна усă курма юрать — «айăпсăр» автомобиле кÿнĕ сиен 50 пин тенкĕрен пĕчĕкрех тĕслĕхсенче. Аваришĕн эсир айăплă, «Европротокол» çырма килĕшетĕр-тĕк — çакна пĕлĕр: машина юсавĕ кайран 50 пин ытларах тенке ларсан шар курнă ен сирĕнтен «ытлашши» тăкака саплаштармашкăн ыйтма пултарать.

Мускав хулипе облаçĕнче, Санкт-Петербургра тата Ленинград облаçĕнче асăннă виçе пысăкрах — транспорт хатĕрне кÿнĕ сиен 400 пин тенкĕрен иртмесен полици сотрудникĕсене чĕнмесен юрать. Анчах пысăк пахалăхпа ÿкерекен, ГЛОНАСС датчикĕллĕ видеорегистратор пулмалла. Приборăн вăхăта та, координатсене те, ытти параметра та регистрацилемелле.

Инспектора чĕнмен тĕслĕхсенче фото- е видеоÿкерĕве авари пулнă хыççăн 60 минут хушшинче пурнăçламалла. Ÿкерÿре аварие лекнĕ транспорт хатĕрĕсен патшалăх регистрацийĕн паллисем /вĕсем çук-тăк — идентификаци номерĕсем/, транспорт хатĕрĕсен сиенленнĕ вырăнĕсем, вĕсен транспорт инфратытăмĕн объекчĕсемпе е куçми ытти объектпа çыхăнтарнă вырнаçăвĕ сăнланмалла.

«Европротокола» илес-тĕк — 50 пин таран тенкĕлĕх сиенсĕр пуçне унпа усă курмалли ытти чару та пур. Аварие хутшăннă çынсен сывлăхне сиен кÿмен, аварие икĕ транспорт хатĕрĕ лекнĕ, водительсенчен иккĕшĕ те вăйра тăракан ОСАГО полисĕсем пур /иккĕмĕш водитель хушаматне полиса кĕртни-кĕртменнине тĕрĕслеме ан манăр/, авари мĕнле пулни, уншăн кам айăпли тĕлĕшпе водительсем пĕр-пĕрне хирĕçлемеççĕ пулсан кăна «Европротокол» вырăнлă. Пĕчĕк кăна самант тавлаштарсан та, çÿлерех асăннă условисенчен пĕри те пулин пурнăçланмасан ПАИ сотрудникĕсене чĕнмелле. Водительсем кам айăплипе килĕшсе ДТП извещенине иккĕшĕ те алă пусаççĕ.

Авари хыççăн пилĕк ĕç кунĕнче страхлакан компание çитмелле, унта ДТП извещенийĕн бланкĕн экзеплярне памалла, сиене саплаштарма ыйтса çырмалла, фото- е видеоÿкерÿ материалĕсене памалла.

ЧР ШĔМĕн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕнче асра тытмалли тепĕр самант пирки те асăрхаттарчĕç: эсир /е аварие хутшăннă тепĕр водитель/ машинăна КАСКО мелĕпе страхланă, страхлакан компани правилисемпе килĕшÿллĕн вара ПАИ справкисĕр тÿлев памаççĕ пулсан — авари вырăнне автоинспекци представителĕсене чĕнме тиветех.

Управлени пресс-службинче «Европротокол» çырмалли инструкципе те паллаштарчĕç. Вăл кашни водительшĕн усăллă пулмалла — кĕскен те пулин çырса кăтартни вырăнлă.

Чи малтанах çулçÿрев правилисене пăхăнмалла: авари пулсан чарăнмалла, авари чарăнăвĕн паллине лартмалла. ДТП йĕрĕсене упраса хăвармалла — çул çинчи япаласем вырăнтах пулччăр. Аварие лекнĕ тепĕр водительпе тавлашу е хирĕçÿ çуралсан 02, 112, 911 номерсемпе шăнкăравласа ПАИ сотрудникĕсене чĕнĕр. ОСАГО килĕшĕвне тунă чух страхлакан компани сире панă ДТП извещенийĕн бланкне çырса тултарăр. Шариклă ручкăпа лайăх пусса çырăр — эсир извещенин пиччĕн енне çырни аялти страницăра та çырăнмалла-çке.

Водительсем иккĕшĕ те пĕр ДТП извещенине çыраççĕ. Пĕри — «А», тепри — «В» колонкăсене. Пиччĕн енне те, тÿнтер енне те çырса тултармалла. Тÿнтер енне извещенин пиччĕн енне пĕрле çырса уйăрнă хыççăн кашни водитель хăйĕн экземплярĕ çинче çырса тултарать. Çав вăхăтрах тепĕр водитель извещенин сирĕн алăра юлакан экземплярĕн пиччĕн енне икĕ çĕрте алă пусса çирĕплетнине курса ĕненме ан манăр. Алă пусма килĕшмест-тĕк — ПАИ инспекторĕсене чĕнмелле. Бланксене уйăрнă хыççăн унта тÿрлетÿсем кĕртме юрамасть.

Свидетельсем пулсан вĕсен ят-шывне, çыхăнмалли телефон номерĕсене ыйтса юлăр. Видеоÿкерĕве упраса хăвармалла. Çÿлерех каланине пĕтĕмпех пурнăçланă хыççăн тин ДТП вырăнĕнчен пăрахса кайма юрать. Страховка тÿлевне ыйтса çыратăр пулсан пĕрле ДТП извещенийĕн сирĕн алăри экземплярне парăр. Авари пулнă хыççăн 15 кун иртмесĕр е страхлакан компани çырса килĕшÿ памасăр транспорт хатĕрне юсама пуçăнмашкăн юрамасть.

Николай ДМИТРИЕВ

Николай ДМИТРИЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.