Аваллăх ахрăмĕ

Тăвай вăтам шкулĕнче Культура çулталăкне халалласа «Аваллăх ахрăмĕ» этнографи кĕтесĕ уçăлнă.

Уява Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председателĕ Валерий Чайкин, тавра пĕлÿ музейĕн ертÿçи Светлана Архипова, спорт шкулĕн директорĕ Анатолий Кириллов хутшăннă. Вĕсем ĕлĕк çынсем килти хуçалăхра усă курнă савăт-сапа, сĕтел-пукан, пир тĕртмелли хатĕрсем истори палăкĕ пулса тăнине палăртнă. Район кун-çулĕпе, чăваш халăхĕн авалхи пурнăçĕпе паллаштаракан кĕтесре вун-вун экспонат упранать. Вĕсем ачасене тăван тăрăха юратма, мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине асра тытма май параççĕ. «Аваллăх ахрăмĕнчи» япаласемпе усă курса вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, чăваш халăхĕн уявĕсене ирттереççĕ.


О.МАСЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.