Атьăр пĕрле утар-и? Паян Чăваш Енри çуран çÿрекенсен уявĕ иртрĕ

Паян Чăваш Ен те Пĕтĕм Раççейри утмалли куна хутшăнчĕ. Ытти çулти пекех унта ватти-яшши, арĕ-арăмĕ, хĕрĕ-каччи пуçтарăнчĕ. Республикăна ертсе пыракансем, ĕç тăвакан тата саккун кăларакан влаçра тăрăшакансем те спортпа тата сывă пурнăç йăли-йĕркипе туслисен уявне тухрĕç.

Пĕтĕм Раççейри утакансен кунне çĕршывăн Олимп комитечĕн "Олимп çĕршывĕ" программине пурнăçласа ирттереççĕ. Ырă йăла Пĕтĕм тĕнчери утакансен кунĕпе тÿрремĕнех çыхăнса тăрать. Массăллă мероприятие йĕркелеме пуçлани 20 çул ытла ĕнтĕ. Акцие тĕнчипех хастар хутшăнаççĕ. Пирĕн çĕршыври регионсем те, регионсенчи район хуласем те çак кун халăхпа пĕрле пулма тăрăшаççĕ. Пирĕн республикăра тĕп старт, эпир малтан пĕлтернĕ пекех, Шупашкар заливĕ патĕнче иртрĕ. Марафона хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе республика парламенчĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта паян тухтăрпа уçăлма тухнă (çÿлти сăн ÿкерчĕкре). Ку мероприятие Пĕтĕм Раççейри утакансен  кунне тата Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалланă. Унта 200-е яхăн çын хутшăннă. 

Розалия МАЗИКОВА, Шупашкарти 19-мĕш шкулти чăваш чĕлхи учителĕ:

- Ачаранпах спортпа туслă пулнă та эпĕ, халĕ те спорт мероприятийĕсене хаваспах хутшăнатăп. Вĕсем халăха пĕрлештереççĕ, вăй параççĕ. Пĕтĕм Раççейри çуран утакансен кăçалхи кунне ытти çулхи евĕрех тĕрлĕ ÿсĕмрисем пуçтарăнчĕç. Аслисем хăйсемпе пĕрле ачисене те илсе тухрĕç. Пурте вĕсем хавассăн утрĕç, унта савăк кăмăлпа киле саланчĕç.

Иван НИКИТИН, Йĕпреç районĕ, икĕ ача ашшĕ:

- Пытармасăр каласан, кун пек массăллă мероприятисене эп халиччен те хутшăнман. Хулари университетра вĕренекен хĕрĕм патне ялти кучченеçе леçме килнĕччĕ те вăл мана ирĕксĕрлесе тенĕ пек Атăл хĕррине илсе кайрĕ. Вăл тата унăн пĕрле вĕренекен тусĕсем утнине пăхса килентĕм. Килес çул спорт тумĕ тăхăнса килес, халăхпа пĕрле утас килчĕ.

 

 

Вера ТИТОВА. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн тата парламент сайтĕнчи сăн ÿкерчĕксем.

Комментари хушас