Аталану стратегийĕпе тактики: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ

24 Юпа, 2017

Çулталăк вĕçĕ мар-ха та, çапах Чăваш Ен Пуçлăхĕн паянхи пресс-конференцине республикăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетни тата умри тĕллевсене палăртни тесе хаклани йăнăш пулмасть-тĕр.

Чăннипех анлă калаçу пулчĕ. Пресс-конференцие 33 массăллă информаци хатĕрĕн 73 представителĕ аккредитациленнĕ. 2 сехет те 26 минута тăсăлнă тĕлпулура виçĕ теçеткене яхăн журналист хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама ĕлкĕрчĕ, хăшĕсем харăсах икшер ыйту панине шута илсен Михаил Игнатьев тăватă теçеткене яхăн ыйтăва хуравларĕ - регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнчен тытăнса Михаил Васильевичăн хăйĕн сывлăхĕ таранах. Пирĕн вулакан тĕпрен илсен ял çынни пулнине кура калаçăвăн яла, агропромышленноç комплексне пырса тивекен сыпăкĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарар.

Ĕç укçи кулянтарать

Чи малтанах Михаил Игнатьев кăçалхи бюджета мĕнле пурнăçлани пирки пĕлтерчĕ. Республикăра халăхăн чăн тупăшĕсен кăçалхи шайĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 104,5% хушăннă. Хаксен ÿсĕмĕ 101% шайĕнче. Ĕç укçи 7,6% пысăкланнă - кăçал уйăхри вăтам ĕç укçи 24 580 тенке çитĕ. Шалăвăн хальхи шайĕ тивĕçтерменнине Михаил Васильевич хăй те йышăнать. Анчах вăл ÿстерес тенипе кăна пысăкланмасть-çке. "Чи малтанах ĕç тухăçлăхне ÿстермелле, çапла майпа кăна ĕç укçине хăпартма пултарăпăр", - иккĕленмест вăл.

Çынсен тупăшĕ тенĕрен, Чăваш Ен ача çуратассин кăтартăвĕсем аван пулнине кура виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн пособи тÿлекен регионсен шутĕнчен тухса ÿкнĕччĕ. Халь Раççей Президенчĕ демографие лайăхлатасси çинчен калакан указа улшăнусем кĕртнĕ — республикăра та çитес çул пуçламăшĕнчен асăннă категорири çемьесем пособи илме пуçлĕç - 8,5-9 пин тенкĕ патнелле.

Çăмăллăхсем, çулсем...

Ача çуратасси чакнăшăн хăйне ÿпкеленĕ журналиста хуравланă май вара Михаил Игнатьев çакна обьективлă сăлтавпа, 90-мĕш çулсенче сахал ача çуралнипе, сăлтавларĕ. Пилĕк çул Чăваш Енре ача çуратасси ÿссе пынă, кăçал вара чакать. Çитес çул та, ун хыççăн та, шел, сахалрах пулĕ. "Никам та укçашăн кăна ача çуратмасть, - терĕ кун пирки Михаил Васильевич. - Анчах ача пурри çемьене чухăна ан кăлартăр - пирĕн çак тĕллевпе пĕтĕмпех тумалла".

Ватăсене "вăрçă ачи" статус парса пулăшасси пирки сăмах пуçарнă май регион ертÿçи "вăрçă ачисене" пулăшмаллине хирĕçлемест, анчах çĕршыв бюджечĕ хальлĕхе çакнашкал статус туса хума хатĕр мар. Саккун йышăнма пулать, анчах ăна укçапа тивĕçтереймесен мĕн усси?

Çулсем пирки те калаçу пулчĕ. Республика 36 регион шутĕнче федерацин "Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" программине хутшăнма пултарнине Михаил Васильевич пысăк ăнăçу тесех хакларĕ. Çак программа — темиçе çуллăх.

Çĕнĕ проектсем АПКна вăй парĕç

Ял хуçалăх продукцийĕн сутлăх хакĕ пирки каланă май Михаил Игнатьев çĕр улмин хакĕ кăçал хресченшĕн аваннине çирĕплетрĕ. Тĕш тырă тĕлĕшпе вара ĕç-пуç урăхларах: "Ĕççи пуçлансанах хак лайăхчĕ. Кайран вара чакма пуçларĕ — 25% таранах. Чи паха сортлă çăнăхăн тонни 16,5 пин тенкĕччĕ, халь 12,5 пин шайĕнче". Çак условисенче патшалăх хресчене пулăшассине упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Отрасльте çĕнĕ проектсем пурри савăнтарать. "Ĕтĕрнесĕт" çĕнĕ завод хута яниех мĕне тăрать. Талăкра 200 тонна сĕт тирпейлеме пултарать — халь ун валли сĕт çитменни те сисĕнет-мĕн. Саратов инвесторĕсем Шупашкарти сĕт заводне, пĕр вăхăт ĕçлеменскере, 1 миллиард тенкĕрен кая мар инвестици хываççĕ. Унта вăрах упранакан стерилизациленĕ продукци туса кăларĕç.

Виктор Вексельбергăн теплица тумалли проекчĕ те пурнăçланать. Çулталăкра 19 пин тонна пахча çимĕç çитĕнтермелĕх теплица 2020 çулта тулли хăватпа ĕçлесе каймалла, продукцие республика тулашне те ăсатĕç. Итали бизнесĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнче тума палăртнă теплици пирки те манман. Китаецсен агропаркне йĕркеленĕ. Ун валли Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче усă курман çĕр лаптăкĕсем çителĕклĕ. Китай представителĕсем аш-какай, сĕт енĕпе ĕçлесшĕн.

Хăмла шăпи те пăшăрхантарать. Федераци шайĕнче нумай çул ÿсекен культурăсене, çав шутра виноградпа пĕрлех хăмла та, çитĕнтерессине аталантарамалли йышăну пур, анчах Раççей Правительстви пĕтĕм ыйтăва татса паман-ха.

"Таса шыв" программа пурнăçланайманшăн пăшăрханакан журналиста та Михаил Васильевич тулли хурав пачĕ. Федераци шайĕнчи çав программăпа республикăн кăнтăр енчи районĕсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтермелле пулнă. Шел те, ĕçсене вĕçлеймен, программăна хупнă. Çавна май республика влаçĕсем ĕçсене малалла тăсма Мускавран пулăшу ыйтаççĕ. Темиçе районти ялсене пăрăхсем тăсма тивсен шыв йÿнĕ пулмасси паллă, çавна май унашкал шыв халăха кирлĕ-и - иккĕленÿллĕ. Çак самантсене шута илсе ĕçлемелле.

Чирлĕ тени — аташу!

Пресс-конференцире Михаил Васильевича тÿрремĕнех хăйне пырса тивекен ыйтусем те янăрарĕç. РФ Президенчĕ юлашки вăхăтра чылай кĕпĕрнаттăра улăштарни пирки сăмах пуçарнă май вăл татăклăн каларĕ: "Манăн Владимир Путин Президент, республикăра пурăнакансен енчен шанăç пур. ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнче ĕçлемелли вăхăт пур — шанăçа тÿрре кăларас тĕллевпе пăтĕмпех тума тăрăшăп. Митингсенче кăшкăрашакансем вара — уйрăм çынсем. Эпĕ вĕсемпе те калаçу сĕтелĕ хушшине ларма хатĕр".

Хайхи шанăç темин тăсăмĕ те пулчĕ: "Ман пирки хурласа калакансем — куншăн укçа илекен уйрăм политиксем. Тата — хăш-пĕр журналист, ку вĕсен тÿрĕ кăмăллăхĕнчен килет. Мана вара тÿрĕ кăмăллă пулма воспитани парса çитĕнтернĕ. Эпĕ çак тарана çитсе никама та ултламан, куç умĕнче — апла, çурăм хыçĕнче тепĕр майлă калаçасси маншăн йăлара мар".

Михаил Васильевич сывă пурнăç йăли-йĕркипе те туслă:

Эпĕ Правительство членĕсемпе кашни эрнере икĕ хут 1,5-2 сехет тренировкăсем ирттеретĕп. Волейбол, футбол, хоккей... Владимир Путин Президент коньки çине тăни мĕн чухлĕ ачана хавхалантарчĕ пуль! Эпĕ те коньки тăхăнтăм — вăтăр çул тăманччĕ. Çавăнпа та журналистсен командине пирĕнпе хоккейла выляса тупăшма чĕнетĕп. 

 

 

Комментари хушас