«Атăл-Янцзы»: ватти вĕрентмесен çамрăккин пулмасть

23 Çу, 2019

Паян «Шупашкар-Арена» пăр керменте аслă шкулсен «Атăл-Янцзы» ассоциацийĕн форумĕ те иртрĕ. Унăн ĕçне Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров, Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ван Юн тата ыттисем хутшăнчĕç.

Аслă шкулсен «Атăл-Янцзы» ассоцацине йĕркеленĕренпе икĕ çул çитет. Çак тапхăрта йыша Раççейри — 50, Китайри 29 аслă шкул кĕнĕ. Ассоциаци Раççейри тата Китайри аслă шкулсене туслă та тачă çыхăну тытма, пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме, паянхи пурнăç ыйтакан пĕрлехи наука ĕçĕсем çырма майсем туса парать. «Енчен те ватă çын хăйĕн ăсталăхне памасан çамрăкки опытлă пулаймасть», — çакăн пек ваттисен сăмахĕ пур китай халăхĕн. Апла пулсан пирĕн яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕрентмеллех», — шухăшне палăртрĕ Игорь Комаров форума уçнă май.

Ван Юн ассоциацин пĕрремĕш форумĕ пĕлтĕр Китайра иртнине аса илтерчĕ. «Ассоциацин икĕ çĕршывра та пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлекен центр пулса тăмалла. Аслă шкул — ăс-хакăлпа тавра курăма аталантармалли çав тери пысăк вăй. Çутă пуласлăх тăвас тесен пирĕн икĕ çĕршывăн аслă шкулĕсен паха, вăйлă енĕсене пĕрлештермеллех», — палăртрĕ Ван Юн.

Ассоциацин Раççейри председателĕн çумĕ, Чулхула патшалăх техника университечĕн ректорĕ Сергей Дмитриев çирĕплетнĕ тăрăх, пĕрлĕхе кĕрес текен аслă шкулсен шучĕ ÿссех пырать. Вĕсенче пĕлÿ илекен студентсен йышĕ 1,5 миллионран та иртнĕ. Ассоциаци паян — ят-сумлă орган, унăн хăйĕн сайчĕ пур. Икĕ çĕршывра та студентсемпе аспирантсем стажировка, практика тухаççĕ, наука ĕçĕсем çыраççĕ. Çавăн пекех çĕршывсен шайĕнчи симпозиумсем, конференцисем, выставкăсем ирттереççĕ, хĕллехи лагерьсене хутшăнаççĕ, культура фестивалĕсем йĕркелеççĕ. Паян ав Ван Юн чăваш студенчĕсене Китайра утă уйăхĕнче иртекен фестивале йыхравларĕ. Китай çыннисене ядерлă энергетика, энергетика, экологи, медицина, биологи, биотехнологи, ял хуçалăхĕ, педагогика наукисем ытларах интереслентереççĕ. Вĕсем тĕрлĕ проект çырма çамрăксене çине тăрсах явăçтарасшăн.

«Илĕртÿллĕ Шупашкарта пулса курма май тупăннишĕн эпĕ питĕ хавас. Вырăс культурине мĕн ачаран кăмăллатăп. Эпир «Подмосковные вечера» юрра итлесе, «Как закалялась сталь» кĕнекене вуласа çитĕннĕ. Пирĕн ассоциаци ĕçлеме пуçланăранпа нумай та вăхăт иртмерĕ. Апла пулин те çак тапхăрта сахал мар ĕç турăмăр. Кашни çĕршывăнах хăйĕн вăйлă енĕсем пур. Аслă шкулсем хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çаксене йăлтах пĕрлештермелле, вăйлă специалистсем, наци йăли-йĕркине пĕлекен лидерсем хатĕрлемелле. Пирĕн преподавательсем нумаях пулмасть «Китай халăхĕн ăс-хакăл культури» энциклопеди кăларчĕç. Ăна вырăсла та куçарнă. Пирĕн çĕршывсен искусство фестивалĕсене, спорт мероприятийĕсене, çамрăксен форумĕсене ытларах ирттермелле. «Пĕр тĕллевлĕ çынсене сăрт-ту та, тинĕс те уйăраймаççĕ», — теççĕ китайсем. Пĕрлехи ĕç-хĕл пысăк тухăç патăр», — пусăм тусах каларĕ ассоциаци председателĕн тепĕр çумĕ Ли Яньжун. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăй вăхăтĕнчех Никита Бичурин Китая çул хывнине палăртрĕ. Раççейпе Китайăн туслă çыхăнăвĕ çулсерен çирĕпленет. Студентсем те икĕ çĕршывра ылмашăнса ытларах та ытларах вĕренеççĕ. ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов та çакнах палăртрĕ. «Чăваш Енри аслă шкулсемпе техникумсенче, колледжсенче 50 çĕршывран килнĕ студентсем пĕлÿ илеççĕ. Çав йышра Китай çамрăкĕсем те пур: И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетра — 10, И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетра 5 студент пĕлÿ илет. Икĕ çĕршыври аслă шкулсенче культурăпа, вĕрентÿпе, спортпа çыхăннă 100 ытла мероприяти çуллен ирттереççĕ. Китайра пулнă «Один пояс — один путь» мероприятие Чăваш Енрен 10 студента ятăмăр. Утă уйăхĕнче иртекен фестивале те чăваш студенчĕсене çитсе курма майсем туса парасшăн. Опытпа паллаштармалли хăйне евĕр лапам вăл. Асра тытăр: Чăваш Ен яланах уçă», — пĕтĕмлетрĕ министр.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментари хушас