- Чăвашла верси
- Русская версия
Атăçăн атти шăтăк мар
Авалхи каларăша хирĕçлесе Никита Стенников çапла калать
21 çулти Никита Стенников хурăн хуппинчен ăсталанă сăмавар - музейри экспонат мар, пÿрте илем кÿме лартнă япала та мар. Вăл - кил-тĕрĕшре усă курмалли чăн-чăн сăмавар. Унта янă вĕри шыв 12 сехетсĕр те сивĕнмест. Хурăн хуппинчен тунă хупăлчаллă кăкшăма янă сивĕ квас вара 9 сехетсĕр те ăшăнмасть. Ылтăн алăллă каччă ăсталанă сăмаварпа, чей, квас куркисемпе, пыл чĕресĕпе, черккесемпе, кăкшăмпа, курупкасемпе, тĕрлĕ ытти савăтпа Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче иртнĕ «Руç ăстисем» конкурсра паллашма май пулчĕ. Каччă хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме Чăваш Ене Курган облаçĕнчи Шадринск хулинчен килнĕ. Никитăна унăн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем, пултарулăхĕпе пурнăçĕ çинчен калаçтартăм.
Комментари хушас