Ăсталăхне тĕрĕсленĕ те...

Вăрмар район сучĕ Тăвай районĕнче пурăнакан 60 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вăрçă хатĕрĕ туса саккунсăр майпа упранишĕн айăплаççĕ ăна.

Иртнĕ çул пуçламăшĕнчех металл пăрăхсемпе алă айĕнчи ытти япаларан пăшал евĕр хатĕр ăсталанă вăл. Аппалансан-аппалансан 16-мĕш калибрлă патронпа перекен хатĕр пулса тăнă. Ăна вăл пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕчченех - полици ĕçченĕсем шыраса тупиччен - пÿрт маччи çинче упранă.

Право хуралĕн ĕçченĕсем килсе кĕрсен пăшал пуррине йышăнман кил хуçи, ăна пама пушшех килĕшмен. Анчах перекен хатĕрпе икĕ гильза тата 16-мĕш калибрлă 1 патрон тупсан пăшала хăй тунине, мĕнлерех ĕçленине тĕрĕслесе 2 хутчен пенине йышăнмах тивнĕ.

Айăпланакан каласа кăтартнă тăрăх, ăна хăй пăшал тума пултараясси кăсăклантарнă. Хатĕре ăсталанă хыççăн хăйĕн ĕçне хаклама шухăш тытнă. Пăшал чиперех ĕçленине курса ĕненсен сăрласа мачча çинче пытарса упранă. Хăй мĕн тунине кама та пулин каласа кăтартнине те ас тумасть вăл. Час-часах хаяррине сыпкалаканскер кун пирки ÿсĕрле персе янă пулинех.

Судра хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă В.М. Çакна тата ватă амăшне пăхнине шута илсе ăна çулталăк çурăлăха условлă майпа айăпланă. Анчах йĕркене пăссан, тивĕçĕсене пурнăçламасан айăплав улшăнма пултарать.

Приговор вăя кĕмен-ха.

О.ЯСТРЕБОВА,

Тăвай район прокурорĕ.

О.ЯСТРЕБОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.