- Чăвашла верси
- Русская версия
Ăсталăх çулсем иртнĕ май пухăнать
Раççейри следстви органĕсенче ĕçлекенсен кунĕ умĕн РФ следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕ кăçалхи çур çулта туса ирттернĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Кăштах историе асăнас пулсан, утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче çулсерен следстви органĕсенче ĕçлекенсен кунне уявласси çинчен указа 2013 çулта алă пуснă. Мĕншĕн шăпах çак куна суйланă-ха? 1713 çулта I Петĕр патша М.И.Волконскин следстви канцелярине çак кун туса хунă. Патшалăх ертÿçине тÿрремĕнех пăхăнакан, следстви ирттерме пултаракан пĕрремĕш орган пулса тăнă вăл. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри патшалăхра коррупципе çы-хăннă ĕç-пуçа сиресси шутланнă.
Раççейри уйрăм структура пек Следстви комитечĕ нумаях пулмасть çеç - 2010 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн - йĕркеленнĕ-ха. Ку таранччен вăл РФ прокуратури çумĕнчи шутланса тăнă. Следовательсем те прокуратура ĕçченĕсем шутланнă. Паян вара ку патшалăхăн пачах уйрăм органĕ. Вăл никама та пăхăнмасть, нихăш влаç юппи те шутланмасть.
Пирĕн республикăри следстви ĕçĕсене тытса пыма комитет йĕркеленсен унăн управленийĕ уçăлнă. Паянхи куна Чăваш Енре унăн уйрăмах пысăк ĕçсене тишкерекен икĕ уйрăмĕсĕр пуçне тата Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Етĕрнере, Çĕрпÿре, Патăрьелĕнче уйрăмсем пур. Кăçалхи кăрлачран пуçласа вара тĕп хуламăрта кашни районта пĕрер следстви уйрăмĕ ĕç-лет.
Вĕсен вара тĕпчемелли, шырамалли, палăртмалли темĕн чухлех. Пушшех те - республикăра преступленисен йышĕ ÿсни сисĕнет. Акă иртнĕ çул управленире ултă уйăхра саккуна пăснă 6889 тĕслĕхе шута илнĕ тĕк, кăçал - 7648. Çакă вăрласси /1750-ран 2297-е çитнĕ/, хĕнесси /1072-рен 1304 çитнĕ/ йышланнипе те çыхăннă. Уйрăмах йывăр преступленисен йышне кĕрекен 320 тĕслĕхе шута илнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 55 чухлĕ сахалрах.
Следстви управленийĕнче ĕçлекенсем çулталăк пуçланнăранпа 1800 яхăн ĕçе тишкернĕ, 905 уголовлă ĕç пуçарнă. 662 çын тĕлĕшĕпе 657 уголовлă ĕçе вĕçленĕ.
Тăкака саплаштарассине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ вĕсем. Çавăнпах 347 млн тенкĕрен 271-шне тавăрма май килнĕ. Следовательсем айăпланаканăн е унăн тăванĕсен пурлăхне арестлес мелпе те анлă усă кураççĕ.
РФ Следстви комитечĕ йĕркеленнĕренпе республикăри следстви управленийĕн ĕçченĕсем 29 пин преступлени çинчен пĕлтернине пăхса тухнă. 6 пин ытла уголовлă ĕç пуçарнă, 4,5 пинĕшне вĕçленĕ, уголовлă майпа 5 пин яхăн çынна айăпланă. Уголовлă ĕçсене тĕпченĕ май следовательсем вĕсен пĕтĕмĕшле тăкакĕ 2 миллиард та 160 миллион тенкĕпе танлашать тесе палăртнă. Чылайăшне тавăрма май килнĕ.
Уйрăм çынсене хирĕç тунă преступленисене - вĕлернине, вĕлерме хăтланнине, вилмеллех хĕненине - те уйăрмаççĕ следовательсем. Кăçалхи çур çулта кăна кун пек 51 тĕслĕхе шута илнĕ. Пурне те уçăмлатнă ĕнтĕ. Асăннă преступленисенчен 32-шне ÿсĕрле туни те паллă. 11-шĕ вара килти йывăр хутшăнусемпе çыхăннă.
Çын сывлăхне ятарласа хавшатнăран, амантнăран вилнĕ тĕслĕхсем кăçал 11-пе танлашнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрта ку кăтарту самай пысăк - 28 - пулнă. Пурте эрех-сăрапа минренĕрен хăтланнăскерсем.
Тĕрлĕ сăлтава пула малтанхи çулсенчех вĕçлеймен ĕçсенче пăнчă лартас енĕпе те тăрăшаççĕ. Кăçал кун пеккисем хальлĕхе - 19. Право хуралĕн ытти органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕренех чылай вăхăт вĕçне-хĕрне çитеймен 197 преступление уçăмлатнă. Вĕсен йышĕнче - çынна вĕлернĕ 10 тĕслĕх.
Коррупципе çыхăннă ыйтусене тĕпчесси республикăри хăть те хăш право хуралĕн органĕн те тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса пырать. Çав шутра - следстви комитечĕн те. Çавăнпах кăçалхи 6 уйăхра РФ СК ЧР Управленийĕнче коррупципе çыхăннă 237 уголовлă ĕç пуçарнă, 45 çынна айăплă тесе йышăнма ĕл-кĕрнĕ.
Следовательсем шутланă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта коррупципе çыхăннă ĕçсенче 5 миллион тенкĕ ытла укçа "вылянă". Пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах ку. Тĕрлĕ мелпе усă курса 1 миллион тенке каялла тавăрма май килнĕ.
4,5 çулта Чăваш Енри следовательсем коррупципе çыхăннă 1650 ытла уголовлă ĕç пуçарни, судсене 1000-шĕ тĕлĕшĕпе 330 ĕç çитни паллă.
Саккунсăр майпа вăйă бизнесĕ йĕркелекенсене тупса палăртасси те - следовательсен яваплă тивĕçĕ. Азартлă вăйă вылма салон йĕркеленĕшĕн /çав шутрах Интернет, кĕсье телефонĕ урлă та/ иртнĕ çул уголовлă яваплăха ÿстернĕ - халĕ çак бизнесран пысăк тупăш илнине çирĕплетме кирлех те мар, ахалех айăплаççĕ.
ЧР ШĔМĕпе туслă ĕçлесе иртнĕ çул вĕçĕнче тата кăçал саккунсăр вăйă бизнесĕ уçнипе çыхăннă икшер уголовлă ĕç пуçарнă, пĕрерĕшне пăхса тухма суда ярса панă. Саккунсăр майпа ĕçлекен 45 салона хупнă, 1200 ытла вăйă оборудованине туртса илнĕ, уголовлă яваплăх умне 31 çынна тăратнă. Тĕрлĕ 5 ушкăнра тăраканскерсем Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ хулисенче тата Красноармейски районĕнче тупăш тунă.
Экстремистла ĕç-хĕл ан сарăлтăр тесе те сахал мар ĕçлеме-сăнама тивет. РФ юстици министерстви ятар-лă материалсен списокне те хатĕрленĕ. Унта тĕрлĕ наци çыннипе расна тĕне ĕненекен хушшинче хирĕç-тăрăва чĕнекен материалсене кĕртнĕ. Çавăнпах кун пеккисене Интернетра сарнине тимлĕ тишкереççĕ. Тĕрлĕ пăтăрмаха çакланас мар тесен социаллă сетьсенче ларнă чухне те асăрханмалла. Пĕр-пĕр материала вуланă хыççăн та "килĕшрĕ" тесе тÿрех пусма, хăвăр страница çине куçарма сĕнмеççĕ. Шухăшламан çĕртенех айăпланма та пулать-çке. Унсăр пуçне кун пек материалсене асăрхасан тÿрех право хуралне пĕлтермелле. Кăçал ку тĕ-лĕшпе пуçарнă уголовлă 10 ĕç те экстремистла шухăшлă матералсене Интернетра сарнипе çыхăннă.
Налук вăхăтра тÿлеменшĕн айăпланакансем те пур. Кунашкаллисене кăçал 21 пуçарма ĕлкĕрнĕ. Виççĕшне суда ярса панă. 5-шне - амнистие тата 5-шне тăкака саплаштарнипе вĕçленĕ.
Следовательсен тишкермелли, сăнамалли, тĕпчемелли, асăрхамалли темĕн чухлех. Çавăнпах час-часах кану кунĕнче те çĕрлечченех тытăнса тăма тивет. Унсăр пуçне кашни ĕçех 30 кунра вĕçлемелле. Çăмăл маррипех хăшĕ-пĕри чăтаймасть те. Теприсем вара чунĕ туртнăран, професси сумлă пулнăран, тивĕçлĕ те ăслă çынсемпе юнашар ĕçленĕрен кунта нумайлăхах юлаççĕ.
Чăваш Енри следовательсенчен çуррин ĕç стажĕ 5 çултан ытла та мар иккен. Эппин, коллектив çамрăк та хастар. Вĕсен вара вĕренмелли те нумай-ха. Ахальтен мар нумай çул тăрăшакансем юридици пĕлĕвĕ ĕçе вырнаçма çеç кирлĕ теççĕ. Кашни преступлени расна пулнăран вĕсене уçăмлатас ăсталăх, опыт çулсем иртнĕ май пухăнать.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас