Аслисене итлекен чулран такăнмасть

17 Çурла, 2018

Вĕсем пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче 12 миллион эрмен пурăнать. Арменисĕр пуçне вĕсем Грузире, Карабахра, Азербайджанра, Америкăра сахал мар. Раççей çĕрĕ çине вĕсем 10-11-мĕш ĕмĕрсенче килме пуçланă. Эрмен халăхĕн уйрăм çыннисене малтан Киевра, Новгородра, Владимирта тĕл пулнă. Эрмен ялĕсем Крымра тата Атăлçи тăрăхĕнче никĕсленнĕ. Дон тăрăхĕнче те чылай вĕсем. Юлашки çырав пирĕн çĕршывра 1 миллион ытла эрмене шута илнĕ.

Çапла калаççĕ Шупашкарти эрменсем

Иккĕмĕш тăван кил

1300 ытла эрменшĕн Чăваш Ен иккĕмĕш кил пулса тăнă. Вĕсем Шупашкарта, Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта йышлăн тĕпленнĕ. Раççейри эрменсен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Акоп Погосян каласа кăтартнă тăрăх — эрменсем çĕр çинче ĕçлесе пурăнаççĕ, тыр-пул çитĕнтереççĕ. «Арменире иçĕм çырлин плантацийĕ питĕ нумай. Çавна май хĕрлĕ эрех тăвасси вăй илнĕ. Кавир тĕртеççĕ, тĕрлеççĕ, чĕнтĕр çыхаççĕ. Ювелир тата илемлĕ чул ÿнерĕсем аталаннă», — терĕ Акоп Володяевич. Чăн та, эрменсен йышĕнче пултаруллă çын нумай. Пирĕн республикăра та пур вĕсем. Чи палли — Чăваш халăх художникĕ Миша Григорян.
Миша Гришович Арменири Ленинаканра /халĕ — Гюмри/ çуралса ÿснĕ. 2000 çул каялла никĕсленнĕ хулара 1988 çулта çĕр чĕтреннĕ, çак инкекре хулан пысăк пайĕ арканнă. Чăваш художникĕ ун чухне Шупашкарта пурăннă, çапах çак пулăм ун чунне самай амантса хăварнă, çуралнă килне тĕп тунă. Çак инкек хыççăн Григорянсем тĕрлĕ çĕршыв тăрăх саланнă. «Халĕ те ишĕлчĕксем выртаççĕ, çулсем питĕ япăх. Çынсем чухăн пурăнаççĕ», — хурланчĕ художник. Сăмах май, Ленинакана çĕклеме чăваш строителĕсем те пулăшнă. Паян пурте пĕлекен Энвер Аблякимовпа Николай Угаслов та унта ĕçленĕ.
Эрменсем çĕр чĕтреннĕ чухне вилнисене раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче асăнаççĕ. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче эрмен халăхне тĕп тунă чухне шар курнисене аса илеççĕ. Çав кун вĕсем Шупашкарти Çĕнтерÿ паркне пухăнаççĕ. Миша Гришович инкеклĕ пулăмсене халалласа куравсем йĕркелет. Чăваш Енри эрменсем Арменин никама пăхăнманлăх кунне те анлăн паллă тăваççĕ.

Ачасене аслашшĕ-асламăшĕ ÿстерет

— Атăл хĕрринче ларакан хуласене пĕлнĕ эпĕ, Шупашкар пирки те илтнĕ. Пулас мăшăрăмпа Питĕрте паллашсан вăл мана хăйĕн тăван хули, чăваш халăхĕ çинчен нумай каласа кăтартнăччĕ. Людмилăн ашшĕ-амăшĕ — Муркаш тăрăхĕнчен. Пĕрлешсен Шупашкара темиçе хут та килнĕ эпĕ. Арменире 3 çул пурăнтăмăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70- мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Шупашкарта Трактор завочĕ тума пуçларĕç. Арменирен кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен тĕрлĕ халăх çыннисем пухăннăччĕ унта. Эпир те вĕсемпе пĕрле 1973 çулта Чăваш Ене куçса килтĕмĕр. Эпĕ унта художник-оформительте ĕçлеме тытăнтăм. Мăшăрăм Мода çуртне художник-модельера вырнаçрĕ. 40 çул каялла килнисенчен чылайăшĕ кунтах юлчĕ, — иртнĕ вăхăта аса илчĕ Миша Гришович.
Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ача ÿстернĕ. Эрменсен çемйинче хуçалăх ĕçĕ хĕрарăм çине тиенет. Ачисене ÿстересси те — унăн тивĕçĕ, çавăнпа унăн ялан ачисен çумĕнче пулмалла. Григорянсен çемйинче те çак йăлана пăхăнаççĕ. «Ывăлăмпа хĕр пĕчĕк чухне арăм садике ĕçлеме вырнаçрĕ, вĕсем ÿссен шкула куçрĕ. Ачасене вĕрентсе кăларсан каллех хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме тытăнчĕ. Паянхи кун вăл мăнуксене пăхать», — пирĕн сăмах çăмхи малалла сÿтĕлчĕ. Арменире ачасене ытларах чухне аслашшĕ-асламăшĕ ÿстерет. Вĕсемсĕр çитĕнекен ăру лайăх воспитани илеймест тесе шухăшлаççĕ эрменсем. Тин çуралнă ачана нумай чухне кукашшĕ-кукамăшĕн ятне параççĕ. Сăмахран, М.Григорянăн мăнукне Миша ят хунă. Хăйĕн хĕрĕ асламăшĕн ячĕпе çÿрет.
Миша Гришович хăйĕн ячĕн вăрттăнлăхне те уçрĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Арменире чылай вырăс пурăннă, çав тапхăрта унта вырăс ячĕсем те анлă сарăлнă. Художникăн ашшĕ Миша ятлă салтакпа туслă пулнă. Ывăл çуралсан вăл ачине Миша ят хунă, тепри Гена ятлă. Ашшĕ ятне те Григорьевич вырăнне Гришович тесе çыртарнă вĕсем.

Чăваш Енри пĕчĕк Армени

Чăваш Ен Армение çывăх тесе шухăшлать художник. «Чăвашсем эрменсем пекех ырă та ĕçчен çынсем, искусствăна юратаççĕ. Темиçе ĕмĕр каялла юнашар пурăнни витĕм кÿнĕ ахăртнех. Чăваш культурине, тĕррине тĕпчетĕп. Чăннипех те, авалхи халăх вăл. Тĕрĕре çырулăх упранса юлнă. «Три грации» /Виçĕ хĕр/ картинăна ÿкернĕ чухне эпĕ анатрисемпе тури чăвашсен тĕррисене тишкертĕм: кашни кĕпи расна, кашни тĕрри хăйне евĕрлĕ, — терĕ Миша Гришович . — Нумаях пулмасть Ереванта пулнăччĕ. Хачатурян ячĕллĕ педуниверситетра тĕлпулу йĕркеленĕччĕ. Пухăннисене чăвашсем çинчен каласа кăтартрăм. Мана вĕсем çăвар карсах итлерĕç. Мĕншĕн тесен чăваш тĕрри, юрри питĕ илемлĕ. Вăл пур çынна та тыткăнлать».
Халăх художникĕ каланă тăрăх — пирĕн республикăра нацисен çыхăнăвне çирĕплетес ĕçе лайăх йĕркеленĕ. «Тĕрлĕ халăх çыннисем кунта туслă пурăнаççĕ. Хамăр енĕпе илес тĕк, хулара пленэрсем йĕркелеççĕ, унта тĕрлĕ регионтан пуçтарăнаççĕ. Сăмахран, Армени сенаторĕсем Шупашкара килсен ман мастерскойра пулнăччĕ. «Кунта пĕчĕк Армени вырнаçнă», — тенĕччĕ Чăваш Енĕн чиновникĕсенчен пĕри. Сенаторсем Чăваш Енре эрмен çынни пысăк хисепре пулнишĕн питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Чăн та, çынна сăнне кура мар, ĕçне кура хакламалла», — терĕ Миша Гришович.

Картинăсенче — халăх пурнăçĕ

Миша Григорян Ÿнер фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче нумай çул тăрăшнă. 45 çултан иртсен кăна картинăсем ÿкерме тытăннă. Унăн ÿкерчĕкĕсенче Армени пурнăçĕ, унти çынсем, тăван тавралăхĕ питĕ уççăн сăнланнă. Художникăн ĕçĕсенче чăвашлăх теми те пысăк вырăн йышăнать. Ку енĕпе сахал мар ĕç хатĕрленĕ вăл: «Виçĕ хĕр», «Нарспи», «Акатуй»… «Чăваш Енре 45 çул пурăнатăп. Вăл маншăн тăван кил пулса тăчĕ. Республика пурнăçĕ, çынсен шăпи пăшăрхантарать мана. Ун пирки япăххине каласан шухăша путатăп, лайăххине илтсен мăнаçланатăп», — терĕ художник.
Педагогика университетĕнче ĕçленĕ май наци кадрĕсене хатĕрлес тĕллевпе вăл тĕрлĕ район-хулана тухса çÿрет, унта пултаруллă çамрăксене шырать. Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕсенче пулма тивет унăн.
— Ял ачисем тăрăшуллăрах. Вĕсем мĕн ачаран ĕçлесе ÿсеççĕ. Аслисем каланине ăса хываççĕ. Чăтăмлăхĕ пысăк. Хуларисем ку енĕпе вĕсене çитеймеççĕ. Ялта пурăнма килĕшет мана, хама аванрах туятăп. Унта сывлăшĕ те уçăрах, тавралăхĕ те хитререх, çыннисем те ырăрах. Ялта çырнă картинăсем чунлăрах пулса тухаççĕ. Çамрăксем ялта тĕпленсе пурăнни кăмăла çĕклет. Вĕсен хăтлă çурчĕсене курсан чун савăнать. Ытти регионта ялĕ-ялĕпе çуртсем пушă лараççĕ. Чăвашсен пурнăçĕ мĕн авалтан çĕрпе çыхăннă. Эпĕ те çĕр çинче ĕçлеме юрататăп. Тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтеретпĕр. Мана та çĕр вăй парать. Кăмпана пĕрмай çÿретпĕр. Çимĕç пухассишĕн кăна мар, çут çанталăкпа киленме, — терĕ вăл. Малалла вулас...
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.