Асламассен эткерлĕхĕ

Ывăлĕ — ашшĕ çинчен

"Анисим Асламас май пуррипе çуккине пăхмасăрах кирек ăçта та кĕвĕ хайланă. Унăн архивĕпе паллашнă май кивĕ, вырăнăн-вырăнăн тĕсне çухатнă нота хучĕ тĕлне пултăм. Вăл яланах кĕвĕ хăçан тата ăçта çуралнине кăтартнă. Тĕслĕхрен, "Мускав — Свердловск пуйăс, 2-мĕш çÿлĕк", — çырни пур, унтан кунне тата çулне палăртнă. Е тата: "Мускав хули, "Ударник" кинотеатра кĕрекенсен черетĕнче, 1958 çул". "Çеçпĕл" оперăн хăш-пĕр эпизочĕ 60-мĕш çулсен вĕçĕнче больницăра çырăннă.

Унăн пултарулăхĕнчи çитĕнĕвĕсене чăваш халăхĕн тепĕр ывăлĕн — Андриян Николаев космонавтăн — паттăрлăхĕпе танлаштарма пулать. Вĕсен нумай пĕр пеклĕхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Иккĕшĕ те чухăн хресчен çемйинче çуралнă, иккĕшĕ те çÿлелле, космоса ăнтăлнă. Иккĕшĕ те çĕр çинчен вĕçсе хăпарса чăваш халăхне чапа кăларма пултарнă...

Ленинградри консерваторире вĕреннĕ чухне Эдуард Серов дирижерпа /халĕ Копенгагенри симфони оркестрĕн тĕп дирижерĕ/ тăтăш хутшăнаттăм. Унăн класĕнче концертмейстерта çур çул ĕçлерĕм. "Санăн аçун кĕввисене дирижерланăччĕ — професси шайĕнчи çырулăх", — тенĕччĕ паллашнă чухне вăл. Каярах Анисим Асламасăн кĕввине чикĕ леш енче мĕнешкел ăшшăн йышăннине хам курса ĕнентĕм. Сăмахран, 2000 çулта Чехире Брно консерваторийĕн концертĕнче мăшăрпа Инна Игоревнăпа иксĕмĕр "Шуршăл тăхлачи" музыка камитĕнчи марша тата "Кивĕ арманта" пьесăна, "бис" кăшкăрнипе, тепре вылярăмăр. Итлекенсем вĕçĕ-хĕррисĕр алă çупрĕç.

Анисим Асламасăн пултарулăхне сарас тĕлĕшпе Гнесинăсен ячĕллĕ институт профессорĕ Анатолий Любимов та хăйĕн тÿпине хывнă. Вăл АПШра, Японире "Несĕлсен юррисем" поэмăна пĕрре мар вылянă..." — çак йĕркесене паллă композиторăн ывăлĕ Алексей Анисимович çырса хăварнă. Хăйĕн алçырăвне никама та кăтартман вăл. Хăш-пĕр вырăна тÿрлетнĕ, хушса çырнă. Вĕçне çитереймен аса илĕве Инна Игоревна упăшки çĕре кĕрсен тин тупнă. Юлашки 20 çулта Алексей Анисимович Брно консерваторийĕнче, Леош Яначек ячĕллĕ музыка академийĕнче вĕрентнĕ, музыка шкулĕсемпе çыхăну тытнă, Чехире тата Германире йĕркеленĕ концертсене пианист тата дирижер пек хутшăннă.

Алексей Анисимовичăн /килте ăна амăшĕн юратнă ячĕпе Леня тесе чĕннĕ/ кун-çулĕ кĕске пулнă. Пĕлтĕр тăван тăрăха амăшне Мария Васильевнăна пытарма килсен унăн чĕри тапма пăрахнă. Иртнĕ эрнере çулталăк каялла уйрăлса кайнă çывăх тăванĕсене асăнмашкăн Чехирен хăнасем килсе çитрĕç. Алексей Асламасăн мăшăрĕ Инна Игоревна тата ывăлĕсем Алексейпа Антон чикĕ леш енче чăваш кĕввипе паллаштарма пăрахман. Вĕсем, тĕнче шайĕнчи конкурс лауреачĕсем, Анисим Асламас пуçланă ĕçе малалла тăсаççĕ.

Кăвакарчăнсем хĕвеле хупланă

1951 çулта Чăваш Енре йĕркеленнĕ Хĕрарăмсен квартетне куракансем тÿрех килĕштернĕ. Çак йышра Мария Васильева /Асламас/, Тамара Чумакова, Вера Корнишина, Зоя Денисова пулнă. Вĕсем чăваш тата вырăс юррисене шăрантарнă. Квартет валли Анисим Асламас нумай çырнă. 20 çула яхăн ĕçленĕ вăхăтра çак йыш 10 пластинка кăларнă. Хĕрарăмсем 1957 çулта Мускаври çамрăксемпе студентсен Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Квартета çĕршывăн тĕп хулине çитме пĕрре те çăмăл пулман, вĕсене ура хуракансем тупăннă. Мария Асламаса малтанхи тапхăрти Чулхулара иртекен конкурса ярас мар тесе Куславккана концертпа кайма хушнă. Анчах та вăл Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнма тĕллев тытнăскер, Чулхулана хăй тĕллĕн çул тытнă. "Çапла хăтланма пултарничен кайран хам та тĕлĕнтĕм", — тенĕ вăл. Владимир, Чулхула, Иваново, Кострома, Ярославль, Мари, Мордва республикисен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннăскерсене никам та айăплайман.

"Пирĕн квартета Мускавра иртекен Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăнакансен йышне кĕртрĕç. Çĕршывăн тĕп хулине эпир ертÿçĕсĕрех тухса кайрăмăр. Тĕрĕссипе, ăçта юрламаллине те пĕлмен. Конкурс тÿрех 3 вырăнта иртнĕ. Эпир тÿрех Совет çарĕн тĕп çуртне кайрăмăр. Унта шăпах пĕчĕк коллективсем хăйсен пултарулăхне кăтартатчĕç. Эпир те сцена çине тухрăмăр. "Хĕрсем, эсир питĕ лайăх юрлатăр, анчах сирĕн Эстрада театрне каймалла. Ан кулянăр, халех машина чĕнсе илĕпĕр", — терĕ жюри председателĕ Биль Ахмедов. Сумлă жюрие пĕрре юрласа кăтартнăран тепĕр хутĕнче питех пăлханмарăмăр. Эпир ыттисем пек микрофонпа усă курма хăнăхман, çавăнпа унсăрах юрларăмăр", — çырса хăварнă Мария Васильевна. Виçĕ тур витĕр тухса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕшĕн мĕнешкел савăннă вĕсем! Çакăн хыççăн ансамбле Мускава çамрăксен фестивальне чĕнсе илнĕ.

"Унтанпа çур ĕмĕр иртрĕ, апла пулин те чаплă çав уяв куç умĕнчен каймасть. Фестивале хутшăнакансем ВДНХран пуçласа Лужники стадион таран утрĕç. 14 сехетре фанфара çеммипе пин шурă кăвакарчăн тÿпенелле вĕçсе хăпарса темиçе çеккунтлăха хĕвеле хупларĕ. Çак илеме сăмахпа каласа кăтартаймăн. Пире унта тÿрех асăрхарĕç. Наци тумне кăсăкланса пăхрĕç. Французсем, египтянсем пире сăнÿкерчĕç. Шел, хамăрăн фотокорреспондент пулман..." — Мария Асламасăн аса илĕвĕнчи кашни йĕрке чуна тыткăнлать. Сăмах май, вăл ăна мăнукĕсем Алексейпа Антон ыйтнипе çырма пуçланă.

Тĕнчипе палăрнă квартета çĕршывăн тĕп телекуравĕпе кăтартнă. Кайран Чăваш телекуравĕпе радио юрăçсен пултарулăхĕпе паллаштарсах тăнă. Халĕ юрăсем архивра упранаççĕ.

Пĕчĕк ачасемпе пĕр вĕçĕм гастроле çÿреймĕн, çавăнпах Мария Васильевна Чăваш телекуравне вырнаçнă. Сасă тĕп режиссерĕнче 22 çул тăрăшнă вăл. ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР телекуравпа радио отличникĕ Мария Асламас 89 çула çити пурăннă. Хăйне çĕре кĕричченех: "Асламассен эткерлĕхĕн управçи", — тенĕ вăл.

Халĕ çак пуянлăха Анисим Васильевичпа Мария Васильевнăн хĕрĕ Татьяна тата Чехире пурăнакан кинĕпе мăнукĕсем упраççĕ, чăваш ятне тĕнчипех сараççĕ.

Çыхăну татăлман

Иртнĕ эрнере Наци библиотекинчи чи сумлă хăнасене йышăнакан Патшалăх символĕсен пÿлĕмĕнче Инна Игоревнăпа унăн ывăлĕсемпе тата Шупашкарта пурăнакан Татьяна Анисимовнăпа тĕл пулу йĕркелерĕç.

1993 çулта Ленинградри консерватори хыççăн Алексей Анисимович хăйне Чехире тĕрĕслесе пăхмашкăн шухăш тытнă. Тÿрех Теплице хулинчи консерваторие те, Усти хулинчи театра та ĕçе вырнаçнă вăл. Çулталăкран мăшăрĕ ачисемпе чикĕ леш енне тухса кайнă. "Эпир çуралнă тăрăхпа çыхăнăва татман. Çулталăкне пĕрре е темиçе те Чăваш Республикине килсе каяттăмăр. Халĕ пушшех Интернет урлă хутшăнма çăмăл, çĕнĕ хыпарсемпе паллашма меллĕ.

Алексей Анисимович 14 çултанпа çак библиотека сукмакне такăрлатнă. Пĕлтĕр, урамра хăйне япăх туйнă вăхăтра, унăн çумĕнче вулакан билечĕсĕр пуçне урăх документ пулман. Шăпах ун урлă сывлăх сыхлавçисем, полици ĕçченĕсем ятне-шывне палăртнă", — сăмах илчĕ Инна Игоревна.

Хăнасем пĕлтернĕ тăрăх — Анисим Васильевичăн гобойпа камерлă оркестр валли çырнă "Несĕлсен юррисем", "Пушнар юррисем" Чехире, Германире, Францире, Венгрире, Испанире, Швейцарире янăранă. Вĕсене тĕрлĕ ăру çыннисем кăсăкланса итленĕ.

Сĕрме купăсçă Алексей тата пианист, кĕвĕ çыракан Антон музыканта вĕренме пĕчĕкренех ĕмĕтленнине пытармаççĕ. Чехире тĕпленнисем концерт пуçланиччен хăйсен династийĕ тата чăвашсем çинчен каласа кăтартассине йăлана кĕртнĕ.

"Пушнар юррисем" шÿтлĕ самантсемпе тыткăнлать. Тĕслĕхрен, унта лаша сăнарĕ пур. Çакă та асаттен пурнăçĕпе çыхăннă. Яланах çĕнĕ кĕвĕ çырас шухăшпа çунатланнăран шкулта начар паллă та лартнă ăна. Пуçламăш классенче, сăмахран, "3" вырăнне лаша ÿкерсе панă", — аса илет Алексей-кĕçĕнни.

Антона аслашшĕ çамрăк чухне кĕтÿри ĕнесене кĕвĕпе çыхăннă ятсем пани çинчен каласа кăтартнă. Кайран, Шупашкартан тăван тăрăха таврăнсан, Дирижерăн е Юрăçăн пурнăçĕпе кăсăкланнă композитор.

Пианист тата концертмейстер Татьяна Анисимовна ашшĕн ĕçĕсене калама пуçласан ачалăх аса килнине палăртать, мĕншĕн тесен вĕсем унăн куçĕ умĕнче çырăннă.

Геронтий Никифоров Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕнчи Алмазовăн прототипĕ Анисим Асламас пулнине палăртрĕ. Хăнасем çак кĕнекепе паллашма кăмăл турĕç. "Леньăна пĕлтермелле-çке", — пырса кĕчĕ шухăш. Кайран тин вăл пирĕнпе çуккине аса илтĕм", — пур ĕçе те мăшăрĕпе сÿтсе явма хăнăхнине çирĕплетет Инна Игоревна.

Туйăм хăвачĕ — кĕвĕре

Наци библиотекинче йĕркеленĕ асăну каçĕнчи концерта халăх йышлă пуçтарăнчĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов Мария Васильевна çамрăк ăрушăн амăшĕ вырăнĕнче пулнине, консерватори профессорне Алексей Анисимовича чăваш кĕввине чикĕ леш енче сарнăшăн тав тунине, унпа мăнаçланнине каларĕ.

"Хамăрăн туйăмсене кĕвĕ урлă кăтартăпăр", — ăнлантарчĕ Инна Игоревна сцена çине тухсан. Малтан тĕрлĕ çĕршывра йĕркеленĕ концертсене тăваттăшĕ те — ашшĕпе амăшĕ тата ывăлĕсем — хутшăннă. Çакна куракансем халĕ те манманнине палăртаççĕ хăнасем.

Асăну каçĕнче Анисим Асламасăн ĕçĕсене — "Шуршăл тăхлачи" музыка камитĕнчи Надя юррине, "Нарспипе Сетнер" вокал сюитинчи Сетнер ариозине, "Юрăпа çĕнтертĕм вилĕме", "Тăван ялта" сюита сыпăкĕсене — киленсе итлерĕмĕр. Вĕсемпе пĕр тăван Асламассем, Дмитрий Семкин, Марина Саприко, Динара Федотова паллаштарчĕç. Çамрăк композиторăн Антон Асламасăн хайлавĕсем те чуна витерчĕç. Халĕ, сăмахран, вăл "Раççейри çулçÿревсем" ярăмпа ĕçлет. "Эпир концертра мăшăрпа иксĕмĕр тăватă алăпа фортепиано калаттăмăр. Халĕ Алексей Анисимович вырăнĕнче — ывăлăм Антон", — хурланса та, мăнаçланса та каларĕ Инна Игоревна. Ахальтен мар ачисене икĕ çунатпа танлаштарать вăл.

Наци библиотеки Асламассен династийĕ çинчен ятарласах сайт хатĕрленĕ. Кăмăлăр пулсан — кĕрсе пăхăр. Унта пурин çинчен те тĕплĕн каласа кăтартнă. Сайта юрă-кĕвĕпе пуянлатнă.

Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Çемье архивĕнчи тата

автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Марина ТУМАЛАНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.