Ашшĕн юлашки халалне пурнăçласа
Чăваш Енри тутар ялне Баварире пурăнакан Зигфрид Сатдинов пĕр тĕллевпе - йăх-тымарне шыраса тупас тесе - çула тухнă
Çак кунсенче мар, 1996 çултах пулнă кăсăклă истори çинчен ахальтен аса илмерĕм. Совет тапхăрĕнче февралĕн 8-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Антифашист кунне календарь çине хĕрлĕпе çырсах паллă тăватчĕ. Эпир, пионер галстукне çыхнă ача-пăча, çак кун шкула пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем тăшман епле ирсĕрленни çинчен каласа кăтартнине çăвар карса итлеттĕмĕр. Ун чухне вăрçă Çĕр çинче татах кĕрлессĕн, çынсем пуля лекнипе вилессĕн туйăнмастчĕ. Шел, этемлĕх тăнăçлăха XXI ĕмĕрте те тивĕçлипе хаклама вĕренсе çитеймерĕ. Капашĕсемпе, Турра шĕкĕр, тĕнчен иккĕмĕш вăрçинех çитеймеççĕ пулин те вăрçă-харçă сасси иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсем хыç
Чи хăрушши - тыткăн
Çапла, таса мар политика "вăййи" - вăрçă - варринче яланах çын шăпи. Çапăçусенче пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнисен шучĕпе кăна-и, сывă юлнисен кун çулĕн екки пăсăлнипе те хăрушă вăл - вăрçă... Истори çакна çирĕплетет: вĕсенчен пĕри те тăшмана тыткăна илмесĕр иртмен. Ку вара - халăхăн чун ыратăвĕпе çыхăннă хăйне уйрăм инкек. Тĕпчевçĕсем тыткăна лекнисем çинчен пĕтĕм чăнлăха пĕлеççĕ-и - кăна татса калама йывăр. Анчах хамăр вулани, курни, илтни тăрăх та вăрçăра тыткăнран хăрушши нимĕн те пулмçăн та тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче янăрарĕ. Украинăра ав паян та лăпкă мар. Каллех пин-пин çын шăпи вăхăтсăр татăлать... Малалла вулас...
Комментари хушас