Ашшĕ-амăшне тÿлеттереççĕ-и?
Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах ывăлăма шкул библиотекинчен вĕр çĕнĕ учебниксем пачĕç. Вĕсене лавккаран ятарлă хуплашкасем туянса «тумлантартăмăр». Учебнике çухатсан ашшĕ-амăшне тÿлеттереççĕ-и?
Марина П.
Канаш хули.
Вулакан ыйтăвне Светлана ДАНИЛОВА эксперт хуравлать:
— Шкул библиотекинчи учебник пĕлÿ çурчĕн пурлăхĕ шутланать, çавăнпа Вĕрентÿ саккунĕпе килĕшÿллĕн вĕренекенĕн ăна упрамалла, тирпейлĕ тытмалла. Кун пирки шкул уставĕнче те палăртнă. Çавăнпа вĕренÿ хатĕрне çухатнă ачаран учебник хакне шыраса илме пултараççĕ. Шкул вулавăшĕнчи илемлĕ литературăна çухатсан та кĕнеке хакне тÿлеме тивет. Е библиотекăна çавăн йышши тепĕр кĕнеке илсе кайса памалла.
Комментари хушас