Ашсăр яшкан тути çук

30 Çурла, 2016

Пăрачкав районĕнчи кĕтмен инкек республикăри сысна çитĕнтерекенсен чĕрине шартах сиктерчĕ.

Юлашки çулсенче ялта шултра выльăх тытакан сахалланчĕ. Ĕне-пăру предприяти е ял кĕтĕвĕсенче тăранать-ха, сысна вара алăран панине пăхать. Апачĕ те хĕсĕк. Çынсем çĕрулми лаптăкне пĕчĕклетрĕç, ăна хăйсене хĕл каçмалăх çеç çитĕнтереççĕ. Туянакан апатпа сысна тытни усси çук — питĕ тăкаклă. Вăл çеç те мар-ха. Хăшĕсем йывăр шăрша чăтаймаççĕ, теприсем кунĕн-çĕрĕн выльăх пăхса хаклă вăхăта çухатасшăн мар, виççĕмĕшĕсем пасарта аш туянма хăнăхрĕç. Манăн шухăшпа, республикăна çитнĕ Африка мурĕ сехрене хăпартнă хыççăн сысна усракансен йышĕ чакатех-тĕр.

Çапах та юлашки çулсенче кайăк-кĕшĕк тата пысăк выльăх отраслĕсенче курăмлă улшăнусем пулса иртрĕç. Çакна çынсем апатра мĕнле ашпа ытларах усă курни аван çирĕплетет. Паллах, чăх какайне ытларах кăмăллаççĕ. Вăл çемçерех, чылайăшĕшĕн диета апачĕ шутланать, сурăх, ĕне тата сысна ашĕнчен икĕ хут йÿнĕрех. Сахалрах çиет, хăвăрт çитĕнет. Кайăк-кĕшĕк усракан чылай предприяти продукци хăйхаклăхне чакарас тĕллевпе тĕштырă хăй туса илет. Çавăнпа тăкак хăвăрт саплашăнать.

Çынсем мур инкекĕ хыççăн шухăша кайрĕç: малашне сысна ашĕсĕр пурăнайăпăр-ши? Ара, хулара пурăнакансен пĕр пайне ялти тăванĕсем хĕлле йÿнĕпе е тÿлевсĕрех тивĕçтернĕ. Сысна усрама пăрахсан пулăшу малашне пулмасан та пултарасси шиклентерет вĕсене.

Çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура экспертсем карантин вĕçлениччен /вăл çур çула яхăн тăсăласса систерчĕç/ апатра ĕне-пăру, кайăк-кĕшĕк ашĕпе усă курма сĕнчĕç. Ара, какайсăр яшкан тути çук.

— Чăх ашĕ мĕнрен япăх? — тет пĕлĕшĕм. — Çăмăл апат вăл, йăлăхтармасть, юнри холестерин шайне хăпартмасть. Йÿнĕ пулнăран укçа самаях перекетленет.

Кайăк-кĕшĕк ĕрчетессине тĕнчере те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2000 çулта 68 миллион тонна аш туса илнĕ /ÿсĕм — çуллен 4-6% ытларах/. Раççейре çав çул — 881,7 пин тонна.

Отрасль иртнĕ ĕмĕрте çултан-çул аталанса пынă. 1990 çул тĕлне пĕтĕм тытăмри хуçалăхсенче кайăк-кĕшĕк 457,1 миллион пуç шутланнă, 1,75 миллион тонна аш туса илнĕ.

Тутлăлăхĕпе пĕр выльăхăн та чăхăнне çитеймест. Ĕне — 18,4, сурăх — 15, сысна — 14, бройлер какайĕнче 19,3% белок пур. Раççейре 1990 çулта кашни çын пуçне 12 килограмм чăх ашĕ туса илнĕ, 10 çултанах кăтарту 16 килограма çитнĕ.

Темиçе çул каялла кайăк грипĕ сарăлас хăрушлăх тухса тăчĕ. Турра шĕкĕр, вăл шăв-шавпах иртсе кайрĕ, инкек çулăхмарĕ.

Чăваш Республикинче чăх-чĕп, хур-кăвакал, кăркка ĕрчетесси Вăрмар, Канаш, Муркаш, Вăрнар тата Патăрьел районĕсенче анлă сарăлнă. Анчах хăватлă предприятисем вырнаçнă Шупашкар районне çитекен çук. Мĕнпур калăпăшăн 42,3% вĕсем туса илеççĕ.

«Юрма» агрохолдинг тытăмне кĕрекен Лапсарти чăх-чĕп комплексĕ продукцие йÿнетес тĕллевпе тырпул çитĕнтерет. Кăçал кăна 1045 гектар акса çитĕнтернĕ. Çур çулта 22,7 пин тонна чăх ашĕ тирпейленĕ /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,4 хут ытларах/. Чăх йышĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2532,9 пин пуçа çитнĕ /1,8 хут нумайрах/. Предприяти çур çулта 145100 пин тенкĕ таса тупăш илнĕ. Çынсен уйăхри вăтам шалăвĕ — 18275 тенкĕ.

«Кайăк-кĕшĕк ашĕ çителĕклĕ», — тенĕччĕ «Хыпарта» пичетленнĕ пĕр статьяра. Килĕшетпĕр, хальлĕхе паянхи кăтартусене аван теме пулать. Анчах «Чăваш бройлерĕнче» лару-тăру йĕркеленеймесен малашне производство чакмĕ-и?

«Раççей регионĕсем — çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем» экономика форумĕнче «Кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли çăлкуç» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Ăслăлăх пĕрлĕхĕн ертсе пыракан эксперчĕсем, РФ тата ЧР агропромышленноç комплексĕн организацийĕсен представителĕсем отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене тишкерсе хакларĕç, малашлăх аталанăвне уçăмлатрĕç. Çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессинче отрасль пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç.

Çавра сĕтелĕн тĕп модераторĕсем — Раççейри кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсен пĕрлĕхĕн гендиректорĕн заместителĕ Елена Степанова тата ял хуçалăх наукисен докторĕ Яков Ройтер профессор хамăрăн малта пыракан технологисем пуррине, вăл отрасле тухăçлăрах аталанма пулăшнине çирĕплетрĕ.

Çавра сĕтеле ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕ, республикăра кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси епле аталаннипе паллаштарчĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

     

Сергей Артамонов, ЧР Ял хуçалăх министрĕ:

— Отрасль выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессин тÿпинче малти вырăна тухрĕ. Ĕне ашĕ туса илесси 1990-2015 çулсенче пĕтĕм калăпăшра 40-рен 20% çити чакнă, сыснан — 43-рен 27% анса ларнă. Çав вăхăтрах чăх какайĕн тÿпи 13-рен 50% çити хăпарнă. Аграри секторĕ 2015 çулта 39,1 пин тонна чăх ашĕ туса илнĕ. Кашни çынна ç ирĕплетнĕ нормативпа палăртнă чухлĕ — çулталăкра 30 кг — тивнĕ. Тĕллев — кăтартăва чакармалла мар.

Калăпăша ÿстерме çĕнĕ лаптăксене хута яни, чăх фермисене реконструкцилени пулăшрĕ. Танлаштарсан çакă курăнать: 2010-2015 çулсенче республикăра чăх ашĕ туса илесси 2,8 хут ÿснĕ.

Василий Давыдов, Канашри ăратлă чăх-чĕп фабрикин гендиректорĕ:

— Çĕршывăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине эпир те пултарнă таран тÿпе хывасшăн. Ферма çурчĕсене 40 çул тĕплĕ юсаман, кивелсе çитнĕ. Оборудование çĕнетсен кайăк-кĕшĕк йышĕ, çавна май производство калăпăшĕ палăрмаллах ÿсĕ. Фабрикăна реконструкцилеме хамăр тĕллĕнех вăй çитерес çук пулĕ. Патшалăх пулăшсан тем пекехчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.