Ăшăпа çутă хăвачĕ

Энергетиксем професси уявне декабрĕн 22-мĕшĕнче паллă тунинче хăйне евĕрлĕ пĕлтерĕш пур: çулталăкри чи кĕске кун-çке - ăшăпа çутă уйрăмах кирлĕ. Çавна май Юрий ЦЕШКОВСКИПЕ, «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» АУОн /КЭС Холдинг тытăмне кĕрет/ «Мари Эл тата Чăваш Ен» директорĕпе, вăхăтлă курнăçрăмăр - шăпах уяв умĕн.

- Юрий Анатольевич, декабрьччен эсир ертсе пыракан филиал ТГК-5 тытăмĕнчеччĕ, паян вара центрĕ Самарта вырнаçнă Атăл тăрăхĕнчи ТГКна кĕрет. Çĕнйĕркелÿ мĕнпе çыхăннă?

- КЭС пурнăçлакан çĕнĕ бизнес-стратегипе килĕшÿллĕн холдингăн темиçе территори генераци компанийĕн никĕсĕ çинче вертикаль мелĕпе пĕрлештернĕ пĕр компани тума палăртнăччĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕнче КЭСăн генераци активĕсене пĕтĕçтересси вĕçленчĕ. «ТГК-5», «ТГК-6», «ТГК-9» тата «Оренбургри ТГК» АУОсем «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» АУО çумне пĕрлешрĕç. Тĕллев - тăкаксене чакарасси, шанчăклăхпа управлени пахалăхне лайăхлатасси.

Холдинг тытăмĕ улшăнни компани ĕçлекен регионсен шутне чакармасть, унăн программисемпе проекчĕсене те пырса тивмест. Холдинг филиалĕсен тытăмне те упраса хăварнă. Малашне вĕсем - Атăл тăрăхĕнчи ТГК филиалĕсем. Пирĕн тĕслĕхре - «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» АУОн «Мари Эл тата Чăваш Ен» филиалĕ. Унăн тытăмне унчченхи пекех 3 ăшă электростанцийĕ /Шупашкарти ТЭЦ-2, Çĕнĕ Шупашкарти ТЭЦ-3, Йошкар-Олари ТЭЦ-2/, Мари ăшă сечĕсем тата Чăваш магистраль ăшă сечĕсем кĕреççĕ.

Чăн та, «Атăл тăрăхĕнчи ТГК» та - вăхăтлăх ят кăна, анлă улшăнусене малалла тăсса компани фирма ячĕпе брендне те улăштарĕ. Çитес çулах вăл ăшша, плюслă температурăна сăнарлакан çĕнĕ ят илĕ - «Т Плюс».

- Лăплантартăр тейĕпĕр... Температура тенĕрен, урамра декабрь ĕнтĕ - çурт-йĕре хутса ăшăтакан виççĕмĕш уйăх, хĕл вара сиввине кăтартмарĕ-ха. Тепĕр тесен каç пулман-ха, умра - хĕлĕн хаяр уйăхĕсем.

- Çавăнпа çулленех çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Кăçал та çаплах пулчĕ. Юсав кампанийĕн тапхăрĕнче 3 станцире 10 пăс турбинипе 12 хуран агрегатне юсанă. Чăваш Ен тĕп хулинче 2 км, Йошкар-Олара 0,55 км трубопроводсене улăштарнă. Энергообъектсен хушма оборудованийĕ, çуртсемпе сооруженисем тĕлĕшпе планпа пăхнă ĕçсене пурнăçланă. Çак ĕç валли пĕтĕмпе 680 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Пирĕн станцисем, филиал хĕле хатĕррин паспортне вăхăтра илчĕç. Çавăнпа та пире хаяр хĕл те хăратмасть.

- Çапах Раççейри нумай предприятире оборудовани кивелсе çитнĕ текенсем пур. ТЭЦсем те çав шутра-и?

- Сирĕнпе килĕшместĕп. Калăпăр, пирĕн Йошкар-Олари ТЭЦ-2 1984 çулта хута кайнă, Шупашкарти ТЭЦ-2 кăçал 35 çул тултарчĕ - ăшă электростанцийĕсемшĕн ку нумай тееймĕн. Çапла, эпир тăвас тени яланах пирĕн майсемпе пĕр килмест, апла пулин те хайхи çĕнĕ стратегие пурнăçланă май 2014 çулта холдинг хăй ĕçлекен регионсенче пĕтĕмĕшле хăвачĕ 1120 МВт танлашакан çĕнĕ çичĕ энергоблока хута ячĕ. Çулталăк вĕçлениччен тепре пулать - Чулхула облаçĕнчи Çĕнĕ Горький ТЭЦĕнчи çĕнĕ энергоблок.

Çав çиччĕшĕнчен пĕри - Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра компани укçипе пурнăçа кĕртнĕ инвестици проекчĕ: кăçалхи мартра унта 80 МВт хăватлă çĕнĕ турбинăна хута ятăмăр. Инвестици калăпăшĕ 1,5 млрд тенкĕ патнелле - республика энергетикин пĕр объектĕнче те юлашки теçетке çурă çулта кунашкалли пулман.

Филиал çавăн пекех Шупашкарти 1-мĕш тата 2-мĕш ТЭЦсен ăшă контурĕсене пĕрлештерчĕ, çакă ТЭЦ-2 оборудованине туллинрех ĕçлеттерсе ултă теçетке çул ĕçленĕ ТЭЦ-1 оборудованине чарма май пачĕ.

- Çуркунне «ГВС 2.0» программăна пурнăçлама тытăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Унăн кăтартăвĕсем мĕнлерех?

- Ăнăçлă тенĕ пулăттăм. Сăмах холдинг çулла вĕри шыв пама пăрахнин вăхăтне чакарма хатĕрленĕ проект пирки. Ăна пурнăçланă май КЭС ĕçлекен хуласенче вĕри шыва чарнин вăхăчĕ 2013 çулхи 9,5 талăкран 2014 çулта 6,7 талăк таран чакрĕ.

Çав шутра - Çĕнĕ Шупашкарта та, иртнĕ çулла унта хайхи тăхтав нормăпа пăхнă 14 кун вырăнне 8 талăк çеç пулчĕ. Ансат ĕç мар - нумай ĕçлемелле, хушма укçа уйăрмалла. Анчах - кирлĕ ĕç, мĕншĕн тесен ку потребительсен хăтлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Çитес çулах химиксен хулинче вĕри шыва чармасăр ĕçлемелли режим çине куçасшăн. Чăн та, пирĕн филиал ку ĕçе Çĕнĕ Шупашкарта кăна туллин тĕрĕслесе тăма пултарать, мĕншĕн тесен унта ТЭЦ-3 - ăшă энергийĕн пĕртен-пĕр çăлкуçĕ. Шупашкарта, Йошкар-Олара вара ресурссемпе тивĕçтерекен ытти тытăм пур, çапах çак хуласенче те потребительсен кранĕсенчи вĕри шывсăр кунсене май пур таран чакарма тăрăшăпăр.

- Потребительсен парăмĕсем - ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен ертÿçисемпе калаçнă чух ку темăран ниепле те пăрăнса иртеймĕн. Вăл, пĕлетĕп, сире те пăшăрхантарать...

- Шел те, тĕрĕс калатăр. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри предприятисемпе организацисен Атăл тăрăхĕнчи ТГК умĕнчи парăмĕ 1 млрд тенкĕрен иртрĕ. Тĕп пайĕ - пирĕн республикăри потребительсен. «Коммуналлă технологисем» ООО парăмĕ уйрăмах нумай ÿснĕ - паян вăл 666,5 млн тенкĕпе тан.

- Нумаях пулмасть КТ директорсен канашĕн тилхепине тытнă Виктор Максимов вара республикăри хаçатсенчен пĕрин страницисенче урăхларах çирĕплетет: «Эпир диалог йĕркеленĕ, хутшăнусенче нимĕнле хирĕçÿ те çук...»

- Вырăссем «вашими бы устами да мед пить» тетчĕç-и-ха? Эпир миçемĕш çул ĕнтĕ çав диалога йĕркелеме тăрăшатпăр, КТ вара сăмахпа шантараççĕ, анчах хăçантанпа ĕнтĕ эпир ыйтнине илтмĕш тăваççĕ.

- Ырă мар ят çĕнсе илнĕ «Новэк» УК тÿлесе татман 80 млн тенке çухатассипе çырлахрăр-и?

- ЧР Арбитраж сучĕ «Новэк» тĕлĕшпе панкрутлăх процедурине - сăнав - пуçарнă. Эпир УК ертÿçисем киревсĕр политика тытса пыни - парăмсем пухса вĕсене татассинчен пăрăнни - пирки общественноçа, влаçсене пĕрре кăна мар асăрхаттарнă. Анчах пирĕн ыйтусем тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем пулмарĕç. «Новэк» ТГК умĕнче кăна парăма кĕменнине шута илсен управляющи компанин çакнашкал ĕçĕ ытти организацие те, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан, тÿлевсене йĕркеллĕ хывакан çынсене те сиен кÿме пултарать. Паян вара чăнлăх çапларах: УК ертÿçисем яваплăха туйманнине пула Атăл тăрăхĕнчи ТГК ăшă энергийĕшĕн 80 млн тенке яхăн илсе çитереймессе пултарать.

Анчах кăмăллă самант та пур: химиксен хулинче çак компани управленийĕнче темиçе çурт кăна юлнă, ыттисем пирĕн ТГК «çуначĕ» айне куçнă. Эппин, малашне кулянмалли пулмĕ.

- «Коммуналлă технологисем» те хăйĕн Шупашкарти потребителĕсен пысăк пайне çухатрĕç - УКсем ТГК филиалĕпе тÿрĕ килĕшÿсем турĕç. КТпа, посредникпа, ĕçлемесен çăмăлрах пулĕ-и?

- Чăваш Ен тĕп хулин администрацийĕн йышăнăвĕпе пире компани ĕç-хĕлĕн Шупашкарти зонинче ăшăпа тивĕçтерекен пĕрлехи организаци /ЕТО/ статусне панă. Çавна май 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Шупашкарти мĕнпур потребителĕн, 2-мĕш ТЭЦран ăшă энергийĕ илекенскерсен, пирĕн филиалпа ăшăпа тивĕçтермелли килĕшÿ тумалла. Урăхла каласан потребительсем ăшă энергине малашне пирĕнтен тÿрремĕнех илĕç, КТн вара транспортировка функцийĕ кăна пулĕ.

- Юрий Анатольевич, калаçăва çакнашкал пусăрăнчăк сĕмпе вĕçлес килмест - уяв çывхарать вĕт...

- Эпир кулянса лармастпăр - пирĕн пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ. Меллĕ самантпа усă курса ĕçтешĕмсене, мĕнпур энергетика - професси уявĕ, республикăра пурăнакан мĕнпур çынна Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе саламлатăп. Çывхарса килекен 2015 çул тăнăçлăхпа ырлăх кÿтĕр, çитĕнÿсемпе пуян пултăр. Пурне те - юрату, телей!

Николай КОНОВАЛОВ

калаçнă

 

Николай КОНВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.