Ăшă хĕвел çути ыйхăран вăраттăр
Яшсем салтака мĕнле кăмăлпа каясси çар учечĕ енĕпе ĕçлекен специалистран та нумай килет.
«Эпир Вера Петровнăна хисеплетпĕр. Вăл пирĕн юлташ», — теççĕ Шупашкарти строительство тата транспорт технологийĕсен техникумĕнче пĕлÿ илекен каччăсем. Куçăм тапхăрĕнчи ÿсĕме çитнĕ ачасенчен кунашкал ырă сăмахсене час-часах илтеймĕн.
Вера Назарова çар учечĕ енĕпе иккĕмĕш çул кăна ĕçлет-ха. Пурнăçне вăл, тĕпрен илсен, педагогикăпа, çитĕнекен ăрăва воспитани парассипе, çыхăнтарнă. Хусанта аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тĕп хулари професси пĕлĕвĕ паракан 18-мĕш училищĕне ĕçлеме килнĕ. 34 çул хушшинче çĕр-çĕр ачашăн амăшĕ вырăнĕнче пулнă. Çавна май вăл паян-ыран салтак атти тăхăнма хатĕрленекен яшсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни тĕлĕнтермест. Малалла вулас...
Комментари хушас