Асăрхăр: сăвăс!

21 Çĕртме, 2019

Вăрманта е курăклă вырăнта çÿресен сăвăс çыпăçни çинчен пĕрре мар илтнĕ. Çак кăпшанкă мĕнле сиен кÿни тата унран епле сыхланмалли çинчен Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская каласа пачĕ.

Надежда Феофановна пĕлтернĕ тăрăх ку сезонта сăвăс çыпăçни пирки медицина учрежденийĕсене пулăшу ыйтса 632 çын пынă, вĕсенчен 342-шĕ ачасем. Шупашкарта 377 тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1,6 хут /404 тĕслĕх/ ÿснĕ.

Управлени лабораторийĕнче 1011 сăвăса тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 915-ĕшĕ çын çине çыпăçнă. Тĕпченĕ кăпшанкăсенче сăвăс энцефаличĕн вирусне /14 тĕслĕх/, сăвăс боррелизĕн вирусне /41 тĕслĕх/ тата ыттине тупсă палăртнă. 2018 çулта сăвăс энцефалечĕн вирусĕ тĕл пулман.

Сăвăса пĕтерес тĕллевпе кăçал çуллахи вĕрĕнтÿ учрежденийĕсенче /пĕтĕмпе 583 гектар/ ятарлă хутăш супнă.
Сăвăс ан çыпăçтăр тесен мĕн тумалла:
- вăрмана тата йывăçлă вырăнсене каяс умĕн ÿт çине лекекен тум тăхăнмалла,
- çÿллĕ курăклă вырăнсенче нумай ан çÿрĕр,
- курăк çинче ан выртăр т.ыт.те

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас