Асăрханулăхпа тимлĕх кирлех

12 Пуш, 2016

Ял-хулара газ оборудованийĕсем еплерех ĕçленине ятарлă служба ĕçченĕсем çуллен тĕрĕслеççĕ. Çапла кирлĕ те. Кăмака е плита юрăхсăра тухнине, ăна юсамалла-çĕнетмеллине, вентиляци те сывлăша лайăх туртнине сăнасах тăмалла. Анчах кил хуçисен хăйсен те асăрхануллă пулмалла. Пÿлĕмре газ шăрши сарăлсан çурта кĕрекен крана хупмалла, пÿлĕме уçăлтармалла, кун пирки газ хуçалăхĕн авари службине - 04 - пĕлтермелле. Унсăрăн инкек те сиксе тухма пултарать. Асăрханулăхпа тимлĕхе пĕр самантлăха та çухатмалла мар.

Нарăс уйăхĕнче Ярославль хулинче инкек сиксе тухнăччĕ. Хулари çуртсенчен пĕринче взрыв пулнăран пилĕк хутлă çуртăн пĕр подCезчĕ пĕтĕмпех ишĕлсе аннăччĕ, 5 хваттер йăлтах арканнăччĕ, ыттисем сиенленнĕччĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, инкек йăлари газ сăрхăннипе е газ оборудованийĕн юсавсăрлăхĕпе çыхăннă. Халĕ тин çурта юсама çукки те паллă.

Кун пек инкек 2013 çулта пирĕн республикăра та пулнăччĕ. Ун чухне Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнчи 18 хваттерлĕ çуртра взрыв кĕрленĕччĕ.

Нумаях пулмасть Çĕрпÿрех çак сăлтавпах чутах тепĕр пушар тухман. Газ кăмаки тĕлĕнче тĕтĕм йăсăрланма пуçланă. Юрать-ха çакна шкултан таврăннă 13 çулти хĕрача асăрханă. Чÿрече каррисемпе çуртăн шалти пайĕ çеç юрăхсăра тухма ĕлкĕрнĕ.

Пуçланă сăмахăм патнех таврăнам-ха. Шел те, газ оборудованийĕ тĕрĕс-тĕкел ĕçленине пăхса çÿрекенсем хăш-пĕр çынсемшĕн кĕтнĕ хăна мар. Ара, вĕсене куншăн укçа тÿлемелле-çке. Чăн та, тепĕр чухне кĕсье тĕпĕ пушă пулать. Анчах та кун пек чухне газ службин ĕçченĕсене ытти чухне чĕнсе илме те юрать. Çук çав, теприсем вĕсенчен çуллен пытанса пурăнаççĕ. Аякран курсанах алăкĕсене питĕрсе лартаççĕ - килте çук имĕш. Явапсăрлăх темелле-тĕр çакна.

Тепĕр тесен, килте усă куракан газпа çеç мар, çутăпа та асăрхануллă пулмалла. Электропралуксене кивелсен çĕнетмеллех. Вĕсене пула «хĕрлĕ автан» алхаснă тĕслĕх сахал-и?

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Шаптак ялĕнче 85 çулти кинемей мунчи çунма пуçланă. Сăлтавĕ - электропралукри кĕске замыкани.

Йĕпреç районĕнчи Липовка ялĕнче пурăнакан 53 çулти арçын килĕнче нарăс уйăхĕн вĕçĕнче алхаснă пушар та электропралук юрăхсăра тухнине пула тесе шухăшлаççĕ. Шел, йывăç çуртпа хуралтăсем тĕппипех кĕлленнĕ.

Иртнĕ вырсарникун каçхине Улатăрта пулнă инкек вара мунча çуннипе çыхăннă. Газ оборудованийĕ те, кивĕ электропралук та айăплă мар. Пушар мунча кăмакин мăрйи юсавсăр пулнăран тухнă тесе шухăшлаççĕ. Çĕрле алхасма тытăннă «хĕрлĕ автан» мунчаран хăвăртах ытти хуралтăсене те куçнă. Кил хуçи шифер шаплатса çурăлнăран вăраннă. Мăшăрĕпе хĕрне, хунямăшне чÿречерен тухса çăлăнма хушнă, хăй çăмăл атомашинине кăларма васканă. Анчах та 45 çулти арçын картлашка çинче такăнса ÿкнĕ, тĕтĕм сывласа чыхăннăскер тăнне çухатнă. Пушара 20 минут яхăн сÿнтернĕ. Кил хуçине тупнă тĕле вăл сывламан ĕнтĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 156 пушар тухнă. Çулăм 19 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ, 23 çын пурнăçне илсе кайнă. 89 çынна çăлма май килнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.