Асăрханăр: грипп

25 Раштав, 2015

Кĕркунне, хĕлле тĕрлĕ вируслă чирсем аталанаççĕ. Уйрăмах грипп. Вăл ытларах ачасем хушшинче хăвăрт сарăлать. Чир кĕтмен çĕртен пуçланать. Ăна пуçаракан А тата В вируссем хăвăрт ĕрчеççĕ. Çавăнпа вирус организма çакланнă хыççăн темиçе сехетренех сывлав çулĕн лăймакаллă сийĕ сиенленет, тĕрлĕ бактерие кĕме çул уçăлать.

Грипп вирусĕ сывлăш урлă тата сунасланă чухне ерет. Чи малтан ÿт-пÿ температури 38-40 градус таран ÿсет. Пуç ыратать, пыр шыçма пултарать, çан-çурăмпа мышцăсем сураççĕ, типĕ ÿслĕк пуçланать. Вăхăтра сипленмесен чир вăраха кайма пултарать. Ун чухне вăл йывăрпа иртет. Чи хăрушши вара - вăл шала кайни. Çавна май пневмони, бронхит, отит, синусит, миокардит, менингит тата ыт. те пуçланать. Çавăнпа та грипп профилактики пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ асăннă чире хирĕç вакцинаци тăвассине йăлана кĕртрĕç. Вăхăтра прививка тутарнисем грипа çăмăллăнах ирттереççĕ.

Грипп паллисем палăрсанах çыннăн вырăн çинчен тăмалла мар. Вĕри чей, морс нумай ĕçмелле. Медицина сĕнĕвĕсене пăхăнмалла. Хăвăр тĕллĕн сипленме кирлĕ мар, тухтăрпа канашламалла. Çакна уйрăмах ачасене тата ватăсене сипленĕ чухне асра тытмалла.

Чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла. Ăна час-час уçăлтармалла. Урайне тата вăл усă куракан япаласене дезинфекци хатĕрĕсемпе çумалла. Инфекци таса мар алăран хăвăрт куçнине асра тытмалла. Ятарлă сăнавсем тăрăх - алă сăмсапа, куçпа, сурчăкпа куллен 300 хут таран çыхăнура пулать.

Грипран мĕнле сыхланмалла?

Чирлĕ çынпа хутшăнасран асăрханмалла. Халăх йышлă пухăнакан вырăнта сахалрах пулмалла. Организма çирĕплетмелле, ытларах уçăлса çÿремелле, алла час-часах çумалла, пыра чÿхемелле, сăмсана оксолин маçĕпе е вазилинпа сĕрмелле. Белокпа иммун тытăмне йĕркеллĕ ĕçлеме пулăшакан витаминсемпе /А,С, Е, В ушкăнрисемпе/ пуян апат çимелле. Иммунитета çирĕплетекен препаратсемпе усă курмалла, спортпа туслашмалла.

Кун пек чухне халăх медицинин пулăшăвне те асра тытмалла:

Ытларах ыхра çимелле. Енчен те ача-пăча ăна çимест пулсан вĕтетсе çу, тăпăрчă çине хурса памалла.

Аслисен хыр ыхри /черемша/, хĕрен тата йÿç кăшман шĕвекĕсемпе пыра чÿхемелле е ăна кăштах ĕçмелле.

Сăмса шăтăкне супăньпе çумалла, сухан, ыхра тата каланхоэ сĕткенĕсене сĕрмелле.

Эвкалипт е пихта çăвĕсемпе ингаляци тумалла, пĕçернĕ çĕрулми пăсĕпе сывламалла.

Пÿлĕмри вируса «хăваласа яма» армути, уртăш йывăççи, ухмах йывăççи, чапăр курăкĕ пулăшать. Çатмана типĕ курăка ямалла, çулăм çинче хĕртмелле, савăта пÿлĕм тăрăх йăтса утмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.