Артист профессийĕ йывăр тесе урăххине суйлама сĕннĕ

27 Авăн, 2018

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕпе Геннадий КИРИЛЛОВПА хăçан паллашнине тахçанах манса кайнă ĕнтĕ. Асра пачах урăххи: вăл Пукане театрĕн сцени çинче калăпланă рольсем, унăн публицистика статйисем, калавĕсемпе пьесисем, пĕрле ертсе пынă концертсем, çыравçăсен пухăвĕ хыççăн чуна уçса калаçнисем... Çапах та çынна пур енчен те аван пĕлсе çитес тесен унпа пĕрле пĕр пăт тăвар çиме хушаççĕ. Тĕлĕнмелле хăвăрт чупать вăхăт урхамахĕ. Геннадий Васильевич Пукане театрĕнче ĕçлеме тытăннăранпа çак кунсенче 40 çул çитрĕ.

Гена, шкапсем, сентресем çинчи папкăсене курсан шалтах тĕлĕнтĕм. Вĕсенче санăн пурнăçупа тачă çыхăннă самантсем çеç мар, чылай паллă çын пирки çырнисем те пур. Чăн-чăн тĕпчевçĕ иккен эсĕ! Çавăн чухлĕ чăтăмлăх, ÿркенменлĕх ăçтан тупайрăн?
— Мĕншĕн пурнăçăм çавăн пек килсе тухрĕ-ха? Пукане театрĕ ачаран илĕртрĕ. Кÿршĕ ял клубĕнче пĕрремĕш хут спектакль курсан пуканесен асамлă тыткăнне лекрĕм. «Пукане» сăмах тÿрех чуна ярса илчĕ. Ун чухне Йĕпреçрен Канаша каякан çулăн сылтăм енче пĕчĕк дачăсем ларатчĕç. Темшĕн мана вĕсем картина евĕр туйăннă. Вĕсенче пукане-сем пурăнаççĕ тесе шутлаттăм. 7-8- мĕш класра ăс пухнă чух ялти библиотекарь районтан ман валли «Пукане театрĕ» кĕнеке илсе килчĕ. Ĕçе кĕрсен театр историне тĕплĕнрех пĕлес тĕллев лартрăм. Информаци çукпа пĕрехчĕ. Чăвашри Пукане театрне Сергей Макарович Мерзляков пуçарнă иккен. Вăл мĕнлерех çын иккенне пĕлес тесе С.В.Образцов патне Мускава çыру вĕçтертĕм. Хуравне нумай кĕттермерĕ. Республикăра пурăнакан паллă çынсем В.Т.Романов, В.А.Ходяшев, М.К.Антонов, Г.А.Ефимов, А.А.Наумов, Ю.Л.Илюхин тата вун-вун çын аса илĕвне çырма килĕшрĕç. Тăван шăллĕн ывăлĕ Вадим Мерзляков та пуян материал ярса пачĕ. Архивран, наци библиотекинчен тухма пĕлместĕм. Театрта Сергей Макаровичăн сăн ÿкерчĕкĕ те çукчĕ. В.Т.Ржанов тупса пачĕ. Пухнă информацин пĕр пĕчĕк пайĕпе усă курса 1998 çулта унăн 100 çулне халалласа «Тантăш» хаçат «Ĕмĕр манăçми театр ăсти» кĕнеке кăларчĕ. Чăваш патшалăх Пукане театрĕ пĕрремĕш спектакле «Виçĕ тус- тантăш» ятпа 1945 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче лартни тĕлĕнтерчĕ. Хавхаланса театр историне тĕпчесе альбомсем турăм.
Упранса юлнă кашни статья, çыру, хаçат – сăмахпа виçейми пуянлăх. «Пукане», «Тетте», «Кукша Иван» сăмахсем тĕл пулакан ваттисен сăмахĕсем, сăвă-юрă, статьясем, пьесăсем, кĕнекесем... куртăм сентрÿ çинче.
— Каласа хăварам, «Пукане» сăмахпа ытларах çыравçăсемпе сăвăçсем ача-пăча валли хайланă илемлĕ произведенисенче усă кураççĕ. Тем тĕрлĕ пукане те пур: тăмран, йывăçран, çипрен, пусмаран ăсталанисем. Шăмăран туни те упранса юлнă. Ачалăхăм теттерен пуян пулнă. Ялта пĕр ачан та манăнни чухлĕ çукчĕ. Аннен тусĕ Канашри пĕр садикре ĕçлетчĕ. Хăнана кайсан кашнинче тетте парса яратчĕ.
Тĕпчес туртăм ăçтан çуралнă санра?
— Шкултах истори предметне питĕ килĕштереттĕм. Хамăр ял мĕнле пулса кайнине пĕлес килетчĕ, ратнен йăх-тымарĕпе кăсăкланаттăм. Тĕпчесси те çакăнтан пуçланчĕ. Ачаллах сăвă-калав, пĕчĕк пьеса, юмах çырнă. Драмăпа ўкерў кружокĕсене çÿренĕ, шкул хорĕнче юрланă. Вĕрентекенсем пире хăйсен предмечĕсемпе интереслентерме пĕлетчĕç. Çавăнпа та эпир урăхла пулайман. Мана ăс панă учительсенчен виççĕшĕ ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, пĕри – культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вĕсем пирĕншĕн тĕслĕхчĕ.
Сирĕн йăхра тĕпчевçĕсемпе артистсем пулнах пек туйăнать.
— Ун пек мар çав. Историпе кăсăкланни, кĕнеке вулама юратни те çак çул çине тăма витĕм кÿчĕ пуль. Библиотекăран тухма пĕлмен. Санпа калаçнă май кулăшла самант аса килчĕ. Илпек Микулайăн «Тимĕр» кĕнекине вулама пуçларăм та маншăн, ун чухнехи шкул ачишĕн, ăнланмалла маррипе каялла илсе кайрăм. Тăхтавра кĕнекене библиотекăна леçрĕм. Вĕрентекенĕм алри кĕнекене курса: «Вуласа тухрăн-и?» — тесе чарсах ыйтрĕ. «Вуларăм», — хуравларăм пăрăнма тăрăшса. «Мĕн çинчен вара ку кĕнеке?» — татах тĕпчерĕ учитель. «Тимĕр çинчен», — терĕм те часрах вĕçтертĕм.
Пĕр сентре çинче пысăклатнă сăн ÿкерчĕк нумай. Илемлĕ чăваш хĕрарăмĕ куçранах тинкерет. «Чăваш мадонни» тейĕттĕм.
— Ку вăл манăн анне — Нина Андреевна Кириллова. «Атте» тесе никама та чĕнсе курман эпĕ. Çак тĕнчене вара çуралмаллах пулнă çав. Кĕркуннехи пĕр кун куккапа мăн хырăмлă анне вăрмана вутă хатĕрлеме кайнă. Каснă йывăçăн мăн туратти ăнсăртран аннене пырса çапнă. Кукка часрах ăна кÿршĕ ялти больницăна леçнĕ. Эпĕ çут тĕнчене вăхăтсăр килме васканă, аннене пĕр талăк асаплантарнă. «Куçу та уçăлманччĕ, чĕрнÿ те çукчĕ, килте тĕттĕмре усрарăмăр сана», — аса илетчĕ анне. Тăван ялăм — Йĕпреç районĕнчи Ленинкасси. Пирĕн килте анне, унăн амăшĕ /эпĕ ăна «мама» теттĕм/ тата ват кукамай пурччĕ. Мана ытларах «мама» пăхнă. Çирĕп тытатчĕ. Урама выляма та унран ыйтмасăр тухман. Ват кукамайпа Хурамал чиркĕвне сахал мар çÿренĕ. 5 çухрăм çуран утнă май чылай кĕлĕ вĕрентетчĕ. Пĕрле юрласа утаттăмăр. Вăл çулсенче чиркĕве çÿрекенсене ырламан. Тантăшсем: «Пачăшкă пулан пуль», — тесе кулма пуçларĕç. Пирĕн ял ачисенчен нихăшĕ те чиркĕве кайман. Шкула кайсан чиркĕве çÿреме пăрахрăм. Анне тĕрĕ ăстиччĕ. Ялта ун чухлĕ никамăн та тĕрĕ пулман. Икĕ енĕ те яка, тирпейлĕччĕ. Çивĕтленĕ мулинесем арчара упранатчĕç. «Мама» вара юмах юптарма ăстаччĕ. Каланă май аллине тем тĕрлĕ кукăртатчĕ. Каснă йывăç пек туса аллине ман çине йăвантаратчĕ, мăйракаллă качака пек вылянтаратчĕ, мулкач пек сиктеретчĕ... Ват кукамай шкула çÿремен, ача пăхнă. Кĕçĕннисем урок тунă вăхăтра вĕсем мĕн çырнине сăнаса ларнă. Сас паллисене хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Мана та çавсене çырса кăтартатчĕ. «В» сас паллине «Ăввă» тесе вулатчĕ. «Сармантей» юмаха пăхмасăр пĕлетчĕ. Кĕнеке тытатчĕ те вуланă пек туса юптарма пуçлатчĕ. «Кукамай, кĕнекÿне кутăн тытнă эсĕ», — тесен «Çапла-и?» — тетчĕ те кĕнекене пуçăн çавăрса малалла юптаратчĕ. Эпир ăна «вулама» пĕлет тесе çăвара карса итлесе лараттăмăр. Ăçта хăнана каятчĕ, çавăнта çак юмаха кĕнеке тытса «вулатчĕ». Вăрмантан нихçан та пуш алăпа таврăнман, хулпуççийĕ çине вутă хурса та пулсан килетчĕ.
Тепĕр хитре хĕрарăм сăн ÿкерчĕкĕ те куçа илĕртет.
— Ку вăл пысканне. Манăн та, икĕ шăллăмăн та пĕр пысканнеччĕ. Ăна Санюк инке тесе чĕнетчĕç, питĕ юра-таттăмăр. Ман хыççăнхи шăллăм Юрик халĕ тăван Йĕпреç районĕнчи Буинск поселокĕнче пурăнать. Хĕрĕ Киров хулинче медсестрара ĕçлет. Кĕçĕннин Алексейăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ. 30 çултах çĕре кĕчĕ.
Пукане театрĕнче ача чунлă артист çеç ĕçлеет пуль.
— Вăл ача театрĕ çеç мар. Ялсене тухсан кăнтăрла — ачасем валли, каçсерен çитĕннисем валли спек-такльсем лартнă. 1978 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пукане театрĕ мана хăйĕн ытамне илчĕ.
Сана, 15 çултискере, дипломсăрах артист ĕçне епле шанайнă-ши?
— Артист профессийĕ пирки пĕлес тĕллевпе чăваш халăх артистки Дарья Столяровăпа та калаçса курнă. Чи пулăшаканни вара РСФСР тава тивĕçлĕ артистки Вера Голубева пулчĕ. Вăл ун чух радиопа «Асанне юмахĕсем» кăларăм ертсе пыратчĕ. Ун патне çыру çыртăм. «Артист профессийĕ йывăр, урăххине суйла», — пулчĕ хурав. Тепĕр çырăва куççульпех шăрçаларăм. Вера Ивановна çав куççуль тумламĕсене халĕ те ас тăвать. Лăплантарса хуравларĕ. Паянхи кунчченех унăн çырăвĕсемпе салам открыткисем упранаççĕ. Ĕçре вара Раиса Ганшина, тумтир çĕлекен, тăван пекех пулчĕ. Салтакра чухне те укçа ярса паратчĕ. Салтак атти тăхăнсан малтан Латвие лекрĕм. Самолет механикне вĕрентрĕç. Кайран Калининград облаçĕнчи Черняховск хулинче авиаци механикĕ пулса службăра тăтăм. Ман телее, çулталăкран музыка училищинче театр уйрăмне уçрĕç, унта пĕрремĕш хут Пукане театрĕн артисчĕсене вĕрентрĕç. Диплом илсен тăван театра специалист пулса таврăнтăм. Виктор Романов вĕрентекен студентсемшĕн атте пекехчĕ. Шăпах Виктор Павлович «Орленок» клубри пукане кружокне ертсе пыма сĕнчĕ. Маттур ачасем тĕрлĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ ята та тивĕçрĕç.
40 çул пĕр çĕрте ĕçлесе ывăнмарăн-и? Чуну çĕнĕлĕх ыйтмарĕ-им?
— Çамрăксен театрне куçма хăй вăхăтĕнче чăваш халăх артистки Раиса Федорова питĕ чĕнчĕ. Чăваш радиовне диктор кирлĕччĕ, унта чĕнчĕç, килĕшмерĕм. Хам суйланă ĕçрех тăрăшатăп. Куçăн мар майпа Мускаври искусствăсен университечĕн театроведени уйрăмĕнче вĕрентĕм.
Эсĕ — 5 кĕнеке, 740 ытла статья авторĕ. Алла калем тытма мĕн е кам хистерĕ?
— Çырасси маншăн – сывлăш пекех. Кашни кунах пĕр-ик йĕрке те пулсан çыратăп, куçарусене пичете хатĕрлетĕп. Чăвашла куçарнă «Маугли» кĕнеке презентацине ачасем нумаййăн пухăнчĕç. «Йытăпа сунарçă» юмаха шкулсенче лартаççĕ. Ăна 3-мĕш классем валли хатĕрленĕ «Хĕлхем» кĕнекене те, Чăваш ача-пăча антологине те кĕртнĕ. Эпĕ пухса хатĕрленĕ «Шырамастăп çăлтăр тÿпере» юрă пуххи, «Маншăн пулсан – хут купăс» /Ефим Никитинăн кун-çулĕпе çыхăннă/, «Пушмак тасатакан виçĕ арçын ача» кĕнекесем вулакан патне çитрĕç. Денис Гордеевпа пĕрле çырнă «Хурлăхлă хурама сасси» драма 10 çула яхăн Чăваш патшалăх академи драма театрĕн репертуарĕнче пулчĕ. ЧР писательсен союзĕн справочникне те хатĕрлерĕм.
15 çулти Гена Кириллов паянхи 56 çулти Геннадий Васильевичран мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Нимпе те... Сăмах май, Пукане театрĕнче артист пуканепе вылямасть, ăна выляттарать. Кунта тем тĕрлĕ пукане те пур: перчеткелли, пралукли, марионетка, мĕлке театрĕн пуканийĕ, маска... Хамăр та сцена çине тухатпăр. Паянхи кун тĕлне 144 спектакльте 403 роль вылярăм.
— Ăнлансах пĕтереймерĕм-ха сана...
— Мĕн ăнланмалла марри... Чылай чух пĕр спектакльтех 3-4 роль выляма тивет. «Не ждали?» спектакльте вара тÿрех 10 роль калăплама тиврĕ, унпа 12 çул ача-пăчана савăнтартăмăр.
Апла иккен, пур роле те хăвăр хушăра пайлатăр-и-ха? Хăвăр укçа нумайрах ĕçлесе илес тенипе çыхăннă пулĕ-ха ку?!
— Ан та кала... /кулать./ Тĕрĕсрех, спектакльпе тухса çÿренĕ чух театршăн ку питĕ меллĕ.
Çĕнĕ пенси реформи килес çул вăя кĕрсен тивĕçлĕ канăва часах тухаймăн ак...
— Альбина, эпĕ 49 çултах пенсие кайнă.
Ан тĕлĕнтер-ха! Пукане выляттарсах пенси илетĕн-и? Ара, эсĕ шахтăра кăмрăк кăлармастăн вĕт?
— «Пукане театрĕн артисчĕ» теме кăна çăмăл. Театрăн çурчĕ пулман чух пĕрмаях гастроле тухса çÿренĕ. Автобусра, сивĕ клубра мĕн чухлĕ шăннă, тăраниччен çывăрман, вăхăтра апат çимен... Пенсие тухнă чухне çаксене йăлтах шута илеççĕ. Пирĕн профессин мĕн пур йывăрлăхне хаçатра çырса пĕтереймĕн. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.