Archive - 8 Юпа, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

8 Юпа, 2014

Саппас пур чух кÿрше утмăн

Ял хуçалăхĕнче пушă вăхăт пачах та çук. Çĕр ĕçченĕ вырма хыççăн çĕр улми, кăшман пуссине тухрĕ. Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăра» икĕ çул лартмаççĕ. «Юлашки çулсенче çĕр улмирен тупăш илеймерĕмĕр эпир, – тет Марина Шумилова тĕп бухгалтер. – Ăна тивĕçлĕ хакпа сутма май килмерĕ.