Archive - Пуш 2020

март 13th

13 Пуш, 2020

Ячĕ ылтăн сас паллисемпе çырăннă

«Павел Захарович Сорокин, Чăваш Енри комсомолец». Çак сăмахсене Севастополь хулинчи Мухтав аллейинчи палăк çине ылтăн сас паллисемпе çырса хунă.

13 Пуш, 2020

Владислав ДИМИТРИЕВ: Мана ăмăртусене хутшăнтармастчĕç, ялав йăтма кăна шанатчĕç

Чăваш Енре 20 çул каялла триатлон спортăн çĕнĕ тĕсĕ пулнă. Ăна аталантарас тĕллевпе Владислав Димитриев нумай тăрăшнă. Паян вăл — ЧР триатлон федерацийĕн тĕп тренерĕ. Чăваш триатлонĕн кун-çулĕ çинчен унран лайăхрах пĕлекен çукпа пĕрех. Сăмахне те вăл хĕллехи триатлон çинчен калаçнинчен пуçларĕ.

13 Пуш, 2020

Хуçалăх аталансан ялсем пурăнаççĕ

Комсомольски районĕнчи Александровка тата Луцки — вырăс ялĕсем, Кĕтне юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче XVII ĕмĕрте тĕпленнĕ. Кунта пултаруллă та хастар çынсем пурăннă, халĕ те хăйсен хăюлăхĕпе, пуçарулăхĕпе, ытти ырă пахалăхпа палăрса тăраççĕ.

Хастар вырăссем

март 12th

12 Пуш, 2020

Тĕрлĕ учитель витĕм кÿнĕ

Пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне «3» паллăсем те пулнă Вăрмар районĕнчи Пинер шкулĕнче ăс пухакан Дима Яковлевăн. Халĕ 9-мĕш класа çÿрет вăл. Пĕчĕк Енккасси каччи малтан Аслă Чак шкулне çул такăрлатнă. Пĕчĕк чухне япăх паллă илсен вăл питĕ пăшăрханнă.

12 Пуш, 2020

Исследовал историю семьи

Кадет 8-го класса Чувашского кадетского корпуса Иван САВЕЛЬЕВ стал лауреатом городской научнопрактической конференции обучающихся «Открытия юных-2020», посвященной 100-летию образования Чувашской автономной области.

Конференция прошла на базе 37-й школы города Чебоксары. Иван отличился в номинации «Исследователь-географ» секции «История моей семьи».

12 Пуш, 2020

«Нушаллă çитĕннисем чаплă çын пулаççĕ»

Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Ямашра сăрт çинче ларакан кăвак сăрăпа сăрланă тăпăл-тăпăл çурт тĕлĕнче чарăнтăмăр. Кунта Совет Союзĕн Геройĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче летчик пулса паттăрлăх кăтартнă Федот Орлов çуралнă. Питĕрнĕ хапха хушăкĕпе картишелле тинкертĕм: çĕнĕ крыльца курăнчĕ, брусчатка сарнă… «Эй! Сире Германире кураççĕ халĕ! Мĕн пăхатăр унта?» — урампа иртсе каякан арçын чарăнса тăрсах эпир мĕн шухăшпа çÿренипе кăсăкланчĕ.

Мунча кĕрсе курман

Pages