Archive - 1 Чÿк, 2018

1 Чÿк, 2018

Пăхаттирсем тĕнче шайне тухаççĕ

Вăтăр пилĕк çул каяллахи кĕркунне кире пуканĕ йăтассипе Липецк облаçĕнче иртнĕ Раççей чемпионатĕнче пирĕн республикăн туслă команди çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăн йышăннă. Командăпа çĕршыв чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ атлетсем Шупашкара таврăннă кунхине «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕпе Д.Ф.Семеновпа тĕл пулнă.

1 Чÿк, 2018

Шкул ачисем те хутшăнĕç

Çитес шăматкун, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, республикăн тĕп хулинчи Маунтинбайк центрĕнче кире спортне кăмăллакансен «Хыпар» хаçат парнисемшĕн 1984 çултанпа иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ уçăлать.
Ăмăртăва 20 яхăн регионĕн спортсменĕсем хутшăнаççĕ. Чăваш Енĕн пăхаттирĕсем йышлă пуласси халех паллă. Çакна республика чемпионатĕнче мала тухассишĕн пыракан турнир çивĕчлĕхĕ те лайăх çирĕплетет. Шкул ачисем те хăйсен вăй-халне тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунă. Яланхи пекех шур сухалсем те айккинче юлман.